Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пуçару бюджечĕ»

«Пуçару бюджечĕ»

программăна юлашки çулсенче халăх уйрăмах ырласа йышăнни, çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе хăй пуçарупа тухни савăнтарать.

Программăпа килĕшỹллĕн кăçал 9 территори пайĕнче те тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Аслă Таяпа территори пайĕнчи Шуршу ялĕнче Новая, Горная, Чăваш Тăрăмĕнче масар енне каякан, Аслă Таяпари Школьная урамран пуçласа масар патне çити, Курнавăш территори пайĕнчи Турханри Советская урамран пуçласа масар патне çитекен, Тăрмăшра Центральная урамран пуçласа масар патне çити çулсене вак чул сарса хытарнă. Çирĕклĕ Шăхальсем вара таса çăлкуç патĕнче купель вырнаçтарма мехел çитерчĕç. Çĕнĕ Пăвара, Çуткỹлте, Тип Тимешре, Энтепере ача-пăча площадкисем, Хăвăлçырмара спорт площадки, Тăрăмра карта тытса стадион хута янă. Çимĕк умĕн кашни ял халăхĕ масарсене тирпей-илем кĕртрĕ. Ĕнел, Вырăскасси халăхĕ маларах асăннă программăпа усă курса масар тавра çĕнĕ карта тытса çавăрчĕ. Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакансем масар çине тирпей-илем кĕртрĕç. Вĕсем иртнĕ çулсенче чылай йывăç каснăччĕ. Кăçал та юлнă йывăçсене касассипе тимлерĕç.

А.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code