Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе организацисен 2022 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх ĕçлекен коллективсене I степень Диплом тата укçан преми пама йышăннă:
«Победа» сахал яваплă общество (директорĕ — Н.А.Головин). Кунта ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсем комплекслă аталаннă тата 2022 çулхи экономика кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.
«АСК-Яльчики» сахал яваплă общество (ертỹçи — Ю.В.Галкин). Кунта 2022 çулта ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем чи пысăкки пулнă.
Акционерсен «Прогресс» хупă обществи (директорĕ — П.А.Скворцов). Кунта 2022 çулхи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем чи лайăххи пулнă.