Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнланма ыйтасшăн

Ăнланма ыйтасшăн

Хулари пурнăç условийĕ ялсене те тахçанах çитрĕ темелле. Çут çанталăк газĕпе хăçан усă курма пуçланине «манса» та кайрăмăр ĕнтĕ, нумай хваттерлĕ е уйрăм çуртсене чылайăшĕ шыв кĕмелле тунă. Паллах, таса мар шыв юхса тухассине те йĕркеленĕ. Хăшĕ-пĕрисен вăл вырăнти управра пуçтарăнать, теприсен тĕп пăрăхпа «Спутник-1» сахал яваплă обществăн тасату сооруженине килет.

Иккĕмĕшсен шĕвĕ каяшĕ, калас пулать, 2-3 насос витĕр пырать «очистнойне». Чăрмавсем çакăнпа çыхăннă та. Уйрăм çынсем унитаза тĕрлĕ япала — çĕтĕк-çатăк, апат-çимĕç юлашкисем, салфетка… пăрахни насоссене ĕçлеме чарать е пачах юрăхсăра кăларать.

«Атя, кунтан юхса кайтăр та», — теççĕ пулĕ çăмăлттай шухăшлисем. Япаласене мĕншĕн унитаза чăмтармалла? Çỹп-çап пуçтармалли контейнерсем мĕн тума?

«Спутник-1» ООО 2010 çултанпа ĕçлет. Талăкра 100-150 кубла метр таран шĕвĕ каяш тасатса кăларатпăр. Ĕç пахалăхĕ насоссем мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Вĕсем Швецире, Германире туса кăларнăскерсем. Нумаях пулмасть «çул çинчи» пĕр насос стройран тухрĕ те юсама Шупашкара леçме тиврĕ, унта та май килтерейменнипе Владимир хулинех ăсатрăмăр. 150 килограмм таять вăл. Ăна кранпа 8 метр тарăнăшĕнчен кăларнă. Юсама 90 пин тенкĕрен кая мар кирлĕ-ха. Çĕннине халь асăннă çĕршывсенчен илеймĕн, нухрат та çитмĕ. Çавăнпа та пуррипе пĕлсе перекетлĕ усă курмалла. Пĕтĕмпех хамăршăн, питĕ ăнланма ыйтасшăн.

Юрий АМАСЕВ,
«Спутник-1» ООО тĕп директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code