Спорт тусĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ: кану кунне пăхмасăр спорт мероприятийĕсем пĕрин хыççăн тепĕрне йĕркелеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем ỹт-пĕве хускатмасăр тăма пултараймаççех.
Вырсарникун «Улăп» физкультурăпа сывату керменĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Сăлтавĕ те паллă: кунта çỹрекен ветерансен «Сывлăх» ушкăнне йĕркелесе янăранпа шăпах 10 çул çитнĕ. Вĕсем çак пĕчĕк, çапах сумлă юбилея паллă тума ялсенчи ветерансене тупăшăва чĕннĕ.
Спорт уявне уçса пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, «Сывлăх» ушкăнăн ертỹçи Анатолий Молоствов тухса калаçнă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăхшăн усăллине палăртнă. Районти культура ĕçченĕсен илемлĕ те савăк юррисем ăмăртусене хастартарах хутшăнма йыхравланă.
Палăртса хăварар, «Сывлăх» ушкăна пенсие тухма хатĕрленекен тата тивĕçлĕ канури арçынсем çỹреççĕ. Тĕрлĕ професси çыннисене физкультурăпа спорта юратни пĕтĕçтерсе тăрать те.
Ăмăртăва Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсем кăна командăсем тăратма мехел çитернĕ. Ыттисем ăçта-ши? Хăш-пĕр ялсенчен килнĕ спорт тусĕсем пĕрлештернĕ команда йĕркеленĕ.
Командăсем волейболла вылянă, тĕл перессипе ăмăртнă, хăйсене дартс вăййинче тĕрĕсленĕ. Виçĕ енлĕ тупăшура Елчĕк ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшсем — «Дружбăсем», виççĕмĕшсем — Валерий Петров ертсе пыракан Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем «Сывлăх» ушкăнăн медалĕсемпе грамотисене, çĕнтерỹçĕ-команда кубока тивĕçнĕ.