Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв чысне хỹтĕленĕ

Çĕршыв чысне хỹтĕленĕ

Кăçалхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 29 çул çитет. Пирĕн çарсене Афган çĕрĕ çине 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Историрен çакă паллă. 1978 çулхи çуркунне Демократиллĕ Афганистан Республикинче çĕнĕ правительство йĕркеленнĕ. Мускав, ун хыççăн ытти çĕршывсенчи пресса та Афганистан социализм тăвас çул-йĕр суйласа илнĕ тесе хыпарланă. Çав вăхăтра çĕршывра Апрельти революцие хирĕçле вăйсем çĕнĕ правительствăна хирĕç питĕ активлă ĕçлеме тытăннă. Контрреволюционерсен пуçĕнче ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Хафизулла Амин тăнă.

1979 çулхи октябрь уйăхĕнче террористсем Афганистан премьер-министрне, Оборонăн Аслă совечĕн председательне, 1978 çулхи революцие тăвас ĕçе ертсе пынă Нур Мохаммад Таракине вĕлернĕ, влаçа çĕнĕрен туртса илме талпăннă. Контрреволюционерсем влаçа илес пулсан Афганистан çĕрĕ çине АПШ тата Пакистан çарĕсем пырса кĕрес хăрушлăх тухса тăма пултарнă. Çавăнпа та Демократиллĕ Афганистан Республикин тин йĕркеленнĕ правительстви ку хăрушлăхран хăйĕн вăйĕпе анчах тухаймассине туйса Совет правительствинчен пулăшу — пирĕн çарсене хăйсен çĕрĕ çине кĕртме ыйтнă.

Совет çарĕсем Афганистан çĕрĕ çине авиаци тата çуран çарсен вăйĕпе кĕнĕ. Баграм аэродромне чи малтанах 105-мĕш гварди десант дивизине илсе çитернĕ. Мотострелоксен 357-мĕш тата 66-мĕш дивизийĕсем хăйсен вăйĕпех чикĕ урлă каçса Афганистан çĕрĕ çине кĕрсе кайнă. 1980 çул пуçламăшĕнче Совет çарĕн пысăках мар контингенчĕ 50 пин çынна çитнĕ. Каярахпа унта мотострелоксен тата икĕ дивизине кĕртнĕ. Çавна май пирĕн çарсен шучĕ ỹссех пынă.

Асăннă вăрçă 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пынă. Вунă çула яхăн тăсăлнă хирĕç тăрура 14 пин ытла салтакпа офицер вилнĕ. Чăваш Республикинчен Афган вăрçине 4,5 пин çамрăк хутшăннă,115 çын вилнĕ, 4 çын хыпарсăр çухалнă. Чылайăшĕ инвалид пулса таврăннă.

Елчĕк районĕнчен çак вăрçа 300 ытла çамрăк хутшăннă. Виççĕн — Юрий Геннадьевич Борисов, Анатолий Митрофанович Патшин, Юрий Петрович Григорьев çав вăрçăра пуçĕсене хунă. Тăватă çамрăк инвалид пулса тăнă.

Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчен Афган вăрçине 8 çамрăк хутшăннă. Владимир Ложков «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсене илме тивĕç пулнă. Çавăн пекех «Хастарлăхшăн» медале Николай Клементьев, Владимир Иванов, Николай Сергеев тивĕçнĕ. Владимир Ложковпа Николай Сергеева СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн грамотине панă. Воин-интернационалистсен пысăк пайне юбилей медалĕсемпе чысланă.

Пирĕн çĕршыв çарĕсене Афган çĕрĕ çине кĕртни пирки хальхи вăхăтра тĕрлĕ шухăш пур. Историе çĕнĕрен çырма çук. Кирек мĕнле пулсан та Афган вăрçин участникĕсем мухтава тивĕçлĕ пулнине эпир пĕлсе тăратпăр. Вĕсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, пурнăçа тата сывлăха хĕрхенмесĕр çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕленĕ.

Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code