Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕ хăйĕн алăкне яриех уçнăранпа шăпах — 70 çул. Çак ятпа кунта уяв иртнĕ.
Эльвира Смирнова директор пуçтарăннă хăнасене, педагогсемпе вĕренекенсене çак паллă кун ячĕпе саламланă, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă. «История 70 лет пути» презентацие курнă хыççăн пултарулăх çурчĕн пĕтĕм кун-çулĕ куç умне тухса тăнă.
Хисеплĕ хăнасем — муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата ыттисем те пухăннисене саламланă. Тивĕçлисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.