Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çĕнĕ Пăвасем — маттур!

Çĕнĕ Пăвасем — маттур!

Чăваш патшалăх аграри университечĕ Çĕнĕ çул умĕн Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн хастарĕсене пуçтарнă. Унта республикăри пур муниципалитет округĕнчи çамрăксен канашĕн председателĕсем, активистсем хутшăннă.

Çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Иван Филиппов хутшăннă. Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Анна Никитина мероприятие модератор пулса хутшăннă.

Анна Никитина палăртнă тăрăх, «Ял валли кадрсем» программăпа килĕшỹллĕн йĕркелекен мероприятисене 2023-2025 çулсенчи тапхăрта Раççейри мĕн пур регионта ирттерме палăртнă. Кашни проект хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулмалли паллă. Сăмах май, кăçал Чăваш Республикинчи пĕрремĕш проект («Точка притяжения на селе») Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял библиотекинче ĕçе кĕнĕ. Унта Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хутшăннă.

Хастар та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Çав шутра Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ, Раççейри ял çамрăкĕсен Елчĕкри уйрăмĕн председателĕ Диана Турхан та пур. Çамрăксен Елчĕк округĕнчи уйрăмĕ çавăн пекех «Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн чи лайăх уйрăмĕ» ятпа çирĕплетнĕ Кубока та илме тивĕçлĕ пулнă. Саламлатпăр, малашнехи ĕçре те ăнăçусем пулччăр!

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code