Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Президенчĕн суйлавĕ: мĕн канăçсăрлантарать?

Раççей Президенчĕн суйлавĕ: мĕн канăçсăрлантарать?

2024 çулхи пуш уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче — Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕ сасăлавпа çыхăннă хăш-пĕр саманта уçăмлатрĕ.

— Раççей Президенчĕн суйлавне миçе тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать?

— Чăваш Енре сасăлава тĕрлĕ енлĕ хутшăнма май пур: суйлав участокĕсенче; сасăлав пỹлĕмĕн тулашĕнче (е «килте»); «мобильлĕ суйлавçă» механизм тата бюллетеньпе усă курмасăр ятарлă vybory.goy.ru портал (дистанциллĕ электрон сасăлав (ДЭГ) пулăшнипе. Кунсăр пуçне суйлав комиссийĕн членĕсем транспорт çỹремен тата суйлав участокĕ çук вырăнсене тухса сасăлаттараççĕ.

х х х

— Участока хăш вăхăтра пырса сасăлама юрать?

— Суйлав участокĕсенче 2024 çулхи пуш уйăхĕн 15, 16 тата 17-мĕшĕсенче 8-20 сехетсенче сасăлама пулать. ДЭГ порталĕнче вара кирек хăш вăхăтра та сасăлама юрать.

х х х

— Эпĕ суйлав участокĕнче сасăласшăн, анчах сасăлав пỹлĕмĕ ăçта вырнаçнине пĕлместĕп. Ăна мĕнле тупмалла?

— Суйлав участокĕн номерне, çавăн пекех участок комиссийĕн адресĕпе телефонне Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн «Найди свой избирательный участок» сайт пулăшнипе шыраса тупма пулать. Асăннă сервиспа усă курмалли инструкципе тĕплĕн паллашас тесен https:ỸỸvkcomỸ@izbikom21-kak-naiti-svoi-izbiratelnyi-uchastok сайтпа усă курмалла.

х х х

— Суйлав бюллетеньне илме манăн çумра мĕнле документ пулмалла?

— Бюллетене списока кĕртнĕ суйлавçа кăна параççĕ. Унăн çумра паспорт е ăна улăштаракан урăх документ (паспорт улăштарнă чухне вăхăтлăх паракан удостоверени) пулмалла.

х х х

— Суйлавçă сасăлав пирки тулли информаци мĕнле илĕ? Йыхрав хучĕсем, буклетсем валеçсе парĕç-и?

— Суйлав пирки тулли информаци (суйлав кунĕ, вăхăчĕ, вырăнĕ, регистрациленĕ кандидатсем пирки) Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн, Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн официаллă сайчĕсенче, социаллă сетьсенче, МИХсенче пулать.

Çавăн пекех тулли информацие участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсенчен илме пулать. Вĕсем нарăсăн 17-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 7-мĕшĕсенче «ИнформУИК» проектпа килĕшỹллĕн ятарлă мобильлĕ хушăмпа усă курса килĕрен çỹреççĕ. Çав тапхăрта шăпах вĕсем суйлавçăсене сасăлава хатĕрленес ĕç епле пынипе паллаштарма тивĕç. Çак тапхăрта комисси членĕсем сире хумхантаракан ыйтусене те хуравлĕç.

х х х

— Хăш-пĕр çынна килтен тухса çỹреме йывăр. Çавна май вăл суйлав участокне кайса сасăласси иккĕленỹллĕ. Ку лару-тăруран епле тухмалла?

— Суйлавçăн суйлав участокне пыма май çук тăк — унăн киле пырса сасăлаттарма заявкăпа тухмалла. Çавна май суйлавçăн е унăн пĕлĕшĕн пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 17-мĕшĕччен 14 сехетчен кун пирки сăмахпа каласа е çырса суйлав комиссине пĕлтермелле е пуш уйăхĕн 5-11-мĕшĕсенче Патшалăх пулăшăвĕсен порталне заявленипе тухмалла.

х х х

— Эпĕ Шупашкарта пурăнатăп, Красноармейски ялĕнче регистрациленнĕ. Манăн ăçта сасăлама май пур?

— Сасăлав кунĕсенче хăйсен суйлав участокĕсенче сасăлама пултарайманнисен пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур. Вĕсен «мобильлĕ суйлавçă» механизмпа усă курмалла е дистанци мелĕпе сасăламалла.

Суйласа илнĕ суйлав участокĕнче сасăлама кăрлачăн 29 — пуш уйăхĕн 11-мĕшĕсенче кирек епле МФЦ урлă территори суйлав комиссине е Патшалăх пулăшăвĕсен порталне заявлени памалла. Хăй кăмăлланă кирек епле суйлав участокне «çыпçăнса» юлмалла. Çавăн пекех пуш уйăхĕн 6-11-мĕшĕсенче кун евĕр заявленисене мĕн пур суйлав комиссийĕ йышăнать. Ку мелпе Чăваш Ен тулашĕнче те, çĕршывăн мĕн пур территорийĕнче те усă курма пулать.

х х х

— Иртнĕ çул эпĕ Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленнĕ, ДЭГ тренировкине те хутшăннă. Раççей Президенчĕн суйлавĕнче дистанци мелĕпе сасăлас тесен манăн çĕнĕрен заявлени памалла-и?

— Пĕтĕм Раççейри ДЭГ тренировкине çак тытăмăн çирĕплĕхне тата хăрушсăрлăхне тĕрĕслес тесе йĕркеленĕ. Енчен те эсир суйлавра дистанци мелĕпе сасăлас тетĕр пулсан, сирĕн пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен çĕнĕрен заявлени памалла. Ун хыççăн çеç ДЭГ порталĕнче сасăлама пултаратăр.

Аса илтеретпĕр, дистанци мелĕпе сасăланă чухне «шута илнĕ» заявлени кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче сирĕн заявление «шута илнĕ» е «çук» тесе хыпар килет.

х х х

— Енчен те суйлавçă сасăлава ДЭГ урлă хутшăнма Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче заявлени парсан, анчах каярахпа суйлав участокĕнче сасăлама шутласан мĕн тумалла?

— Суйлавçă хăйĕн заявленине пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен каялла илме пултарать. Ку ĕçе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тума пулать. Енчен те суйлавçă палăртнă кун тĕлне заявление каялла илме пултараймарĕ пулсан унăн ДЭГпа усă курма тивет. Ăна суйлав участокĕнче бюллетень памаççĕ.

х х х

— Эпĕ ДЭГ тренировкине хутшăнма заявлени панăччĕ, анчах тренировка витĕр тухаймарăм, манăн заявление темшĕн шута илмен. Апла эпĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕнче электронлă сасăлав мелĕпе усă кураймастăп-ши?

— Дистанциллĕ электрон сасăлава республикăра пурăнакан 18 çул тултарнă çынсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çирĕплетнĕ кăтарту пулсан кăна хутшăнма пултараççĕ. Ку чухне çав кăтартусем суйлавçăн регистратурипе пĕр килмелле. Кăтартусен тĕрĕслевĕ вара ДЭГ урлă сасăлама заявлени панă хыççăн кăна паллă пулĕ.

Енчен те сирĕн заявление «шута илмен» пулсан сăлтавне пĕлмелле, эсир е паспорт, е пурăнакан вырăна, хушамата, телефон номерне тата ыттине те улăштарнă. Çавăнпа ДЭГ тренировкине йĕркелесе ирттернĕ те.

Асăрхаттаратпăр, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче сирĕн кабинетри мĕн пур информацие вăхăтра тата хăвăр тĕллĕн çĕнетмелле. Çапла тумасан заявлени панă чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ.

х х х

— Çитес суйлавра суйлавçă сасăлама пултарнине порталта епле майпа пĕлмелле?

— Енчен те Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн суйлавçă аккаунчĕн тĕп страницинче «Суйлав» уйрăм, унта вара суйлав пирки информаци пур пулсан суйлавçă, çав шутра дистанциллĕ мелпе те, сасăлама пултарать.

Енчен те эсир «Суйлав» уйрăма кĕрейместĕр пулсан «шута илнĕ» кăтартусене çĕнетмелле, 2-3 кунран вара сирĕншĕн унта çул уçăлать. «Шута илнĕ» кăтартусем паллă, анчах «Суйлав» уйрăма кĕрейместĕн пулсан «ГАС ВЫБОРЫ» кăтартусене тĕрĕслемелле, хăвăр пурăнакан вырăнти территори суйлав комиссине çул тытмалла.

х х х

— Эпĕ ДЭГа хутшăнса сасăлама заявлени парсан, анчах сасăлав кунĕнче техника сăлтавĕсене пула дистанци мелĕпе сасăлаймастăп пулсан суйлав участокĕнче мана йышăнаççĕ-и?

— Енчен те сасăлав кунĕсенче суйлавçă умне техника ыйтăвĕсем йывăрлăх кăларса тăратсан вăл тепĕр компьютерпа усă курма пултарать. Çакăнта ăна тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем пулăшма тивĕç. Çавăн пекех муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем суйлавçăн компьютерпа усă курма май пур вырăнĕсене палăртмалла. Суйлавçăн Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курнă чухне хăйĕн логинне тата парольне пĕлмелле. Компьютерпа усă курса сасăламалли вырăнсен списокне республикăри суйлав комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ.

х х х

— Суйлавăн тĕп принципĕсенчен пĕри — вăрттăн сасăлани. ДЭГпа усă курнă чухне ку епле пулса иртет?

— Малтан асăннă тытăм суйлавçă хăйĕн правипе туллин усă курнине кăтартать. Çавна май унăн хăйĕн кодне пĕлтермелле. Çавăн хыççăн ДЭГа хутшăнаканăн суйлав бюллетенĕ патне кĕме ирĕк пур.

Суйлав вăхăтĕнче асăннă тытăм суйлавçăн кодне пĕлет. Ăна урăх суйлавçăн кăтартăвĕсемпе танлаштарма май памасть. Сасăлав вăхăтĕнче суйлавçăн кăтартăвĕсене çав тытăм çине шута илсе ярса параççĕ. ДЭГа электрон бюллетеньпе хутшăнаканăн кăтартăвĕсене блокчейн-технологипе усă курса уйрăм блокра шута илеççĕ.

Юрий БОРИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code