Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре пулар

Пĕрлĕхре пулар

Округра ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшас ĕç малаллах пырать. Акчел ялĕн хастарĕсем культура çуртĕнче черетлĕ маскировка сетки çыхрĕç. Шучĕпе иккĕмĕш вăл, малтанхине январь уйăхĕнче çыхса хатĕрленĕ. Ял халăхĕ пĕр вăхăтрах çарта кирлĕ ытти хатĕр, апат-çимĕç хатĕрлет.

Кавалсем те ырă ĕçе хутшăнса 5 сетка çыхнине, Аслă Елчĕксем окоп çуртисем хатĕрленине (500 ытла) хыпарлаççĕ.

Салтаксене пулăшассипе çыхăннă пархатарлă ырă ĕçе округри пĕтĕм ял хутшăнать. Кашниех çĕнтерĕве хăйсен тỹпине хывма ăнтăлать. Çак кунсенче черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ каймалла округран.

Февралĕн 13-мĕшĕнче округри хастарсем йĕркеленипе Елчĕкри культура çуртĕнче пысăк концерт иртни те нумаййи çинчен калать. Шăпах ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркелерĕç ăна. Унта хамăр тăрăхра çитĕннĕ тата ытти округри артистсем хутшăнчĕç. Концерт йĕркелỹçисем пухмача сахал мар укçа-тенкĕ пухăннине хыпарлаççĕ.

Халăх сурсан кỹлĕ пулать тесе ахальтен каламан. Пĕрлĕхре вăй пулнине лайăх çирĕплетет çак каларăш. Малашне те пĕрлĕхре пуласчĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Акчел ялĕн хастарĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code