Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, округра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ.
Ларура чи малтанах округ администрацийĕн мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программăсен тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Соколова сăмах илнĕ. Вăл 2023 çулта халăха тата округ территорине лăпкăлăхпа тивĕçтерес, хỹтĕлес енĕпе пурнăçланă ĕç итогĕсем çинче чарăнса тăнă.
Хальхи вăхăтра юр-пăртан, шыв-шуртан тата вăл кăларса тăратма пултаракан инкек-синкекрен сыхланасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Округра çурхи шыв сиен кỹрессине асăрхаттаракан комисси çумĕнче оперативлă ушкăн йышне тата пурнăçламалли ĕç-хĕл планне çирĕплетнĕ. Территори пайĕсенче шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывас, вĕсене пăр-юртан тасатас ĕçсене пуçăннă. Яваплă çынсем шыв айне пулас хăрушлăх пур лаптăксемпе объектсене тĕрĕслесех тăраççĕ, халăхпа калаçусем йĕркеленĕ май синкер пулас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех выльăх масарĕсем, шыв пăрăхĕсем, канализацисем, наркăмăшлă химикатсен тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕсем тимлĕхре.
Инкексен пысăк пайĕ ытларах чухне тимсĕрлĕхе пула, вак-тĕвек ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе те пулать. Çурхи ейỹ тапхăрĕнче уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртнă ларура. Ку енĕпе яваплă организацисемпе предприятисен ертỹçисем те сăмах илнĕ, пурнăçланакан ĕçсемпе паллаштарнă. Ачасене пăр çине кĕме, юхан шывсемпе кỹлĕсен çывăхне пыма юраманни пирки асăрхаттарсах тăрар. Пулăçсен те ку тапхăрта асăрхануллă пулмалла — пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек маррине, çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл тата та çỹхерех пулнине асра тытмалла.
Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан тепĕр пулăм — çурт тăррисенчен ирĕлсе анакан хытă юрпа пăр амантма пултарни. Ку тĕлĕшпе те тимлĕхе çухатар мар. Предприятисемпе организацисен ертỹçисен çуртсен тăррисене вăхăтлă тасаттарса тăрас ĕçре яваплăха çирĕп туймалла, кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла.
Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ, кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пырассипе халăхăн та тимлĕхе çухатмалла мар. Шыв илес хăрушлăх пур ялсенчи çуртсен хуçисен хатĕрленỹ ĕçĕсене маларах пурнăçламалла.
«ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăри çул-йĕр ĕçченĕсем çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тĕлĕшри ĕçсене пикеннĕ. Чи кирли — округ территорийĕнчи 29 гидротехника сооруженине, автоçулсем урлă хывнă пăрăхсемпе кĕперсене шыв илесрен тата юхтарса каясран асăрханса юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси. Çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене, çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен башньăсемпе пусă-тарасасене сывлăхшăн сиенлĕ, ăш-чик чирĕсемпе аптăратма пултаракан таса мар каяшсем юхса кĕресрен тĕрĕслесе-асăрхаса тăрасси те тимлĕхре пулмалла. Çак тĕллевпе ирттерме палăртакан мероприятисене мĕн пур службăсен пĕрлехи вăйпа хутшăнмалла.
Пĕрлехи ларăва пĕтĕмлетнĕ май Леонард Левый пурне те çурхи шыв юхăмĕ иртсе кайнă тапхăрта пысăк яваплăхлă пулма, лару-тăрăва талăкĕпех тĕрĕслесе тăма, сыхланмалли тата хăрушсăрлăхăн васкавлă мерисене йышăнма, çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене уйрăмах пăхăнма тата ку енĕпе кирлĕ мĕн пур мерăсене пурнăçлама чĕнсе каланă.
Е.ГЕННАДЬЕВА.