Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Депутатсем музейпе паллашнă

Депутатсем музейпе паллашнă

Аслă Елчĕк шкулĕнче икĕ музей ĕçлет. Вĕсенчен пĕри çак ялта çуралса ỹснĕ паллă ăсчаха — Геннадий Волков этнопедагога халалланăскер. Ăсчахăмăр çулĕпе, пилĕпе музей «Гени çулĕпе» ятлă. Ăна Геннадий Никандрович çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле 2022 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче округ администрацийĕн пуçарăвĕпе уçнă.

Кунта Геннадий Волковăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сăн ỹкерчĕксемпе, унăн наградисемпе, вĕсен килĕнчен илсе килнĕ сĕтел-пуканпа, ăсчаха парнеленĕ парнесемпе паллашма пулать. Çавăн пекех этнопедагогăн пурнăç картти те пур, унта хăш çулта мĕнле çĕршывра, хулара пулнине, пурăннине кăтартнă. «Кил ăшши» пỹлĕме Волковсен кил-çуртĕнчи япаласем илем кỹреççĕ. Унтах — кĕнеке шкапĕ, диван, сĕтел-пукан. Ăсчахăн амăшĕн Альтук аппан çĕвĕ машини, телевизор…

Çак кунсенче шкулти музейсенче Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Попов, Владимир Викторов, Роман Алексеев пулнă.

Вĕсем паллă академикăн тата унăн çемйин пурнăçĕпе тĕплĕн паллашнă май аваллăха упраса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

— Çакăн пек вырăнта пулнă хыççăн хамăр ентешпе пушшех те мăнаçланатпăр. Музей çитĕнекен ăрăва ăс-тăн воспитанийĕ парассинче, тăван ен культурине тĕпчессинче паллă вырăн йышăнать, — тенĕ Л.Левый.

Аваллăха упраса пынăшăн ертỹçĕсем шкул коллективне пысăк тав сăмахĕ каланă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code