Нумай çул тĕрĕс-тĕкел пурăнасси сывлăхран килни паллă. Ку тĕлĕшпе вăхăтлă медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци тухни пулăшать.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра пурăнакансем федерацин «Аслă ăру» проекчĕн «Демографи» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн асăннă ĕçсене пурнăçларĕç те. Çапла майпа халĕ кашниех хăйне «çулăхнă» чир-чĕр пирки тĕплĕнрех те пĕлет, апла тăк — сипленмеллине те.
— Пире тимлĕх уйăрнăшăн, диспансеризаци тухма май туса панăшăн медицина ĕçченĕсене тав тăватпăр, — кăмăлне уçать стационарта канлĕх тупнă Елизавета Барская. — Эндокринолог консультацийĕ те питĕ усăллă пулчĕ.
Антонина ОСИПОВА,
стационар уйрăмĕн заведующийĕ.