Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ

Правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри суту-илỹ рынокĕнчи конъюктура ылмашăвне оперативлă майпа сăнаса тăрас тата агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе мониторинг ирттерессипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ.

Ларăва хутшăннисен умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă. Вăл чи малтанах çĕр ĕçченĕсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тунă. Паянхи пурнăçра ял хуçалăх отраслĕ пысăк технологиллĕ тытăм пулса тăрать. «Агропромышленность комплексĕнче тĕнче шайĕнчи пысăк технологисем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Ĕçĕн тухăçлăхĕ ỹсет, чи лайăххи — ĕçлекен çынсен шалăвĕ ỹссе пыни», — тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăх отраслĕн ыйтăвĕсем Раççей Президенчĕ Владимир Путин витĕм кỹнине кура малти вырăна тухнă. «Агропромышленность комплексне аталантарма вуншар миллиард укçа-тенкĕ тăкакланать. Ялсенче уйрăм хушма хуçалăхсем те ура çинче çирĕп тăраççĕ. Ял хуçалăхне аталантарасси тĕпрен лайăх енне улшăнчĕ, ĕç тухăçлăхне ỹстерме патшалăхран 27 миллиард тенкĕ уйăрса панă», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Сăмах май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Сочи хулинче иртнĕ инвестици форумне те хутшăннă. РФ Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлура ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов чи çивĕч ыйтусене хускатнă.

2017 çулта ял хуçалăх таварне 20 миллиард доллар чухлĕ экспорта куçарнă. 2000 çулхипе танлаштарсан, çак кăтарту 16 хут пысăкланнă. 20 çул каялла таварсен ытларах пайне Раççее ют çĕршывран кỹрсе килнĕ пулсан, халĕ çапла калаймăн.

Михаил Игнатьев регионта АПК таварĕсен экспорт калăпăшĕ 10 процент йышăннине палăртнă. Ку енĕпе «АККОНД» предприяти уйрăмах ăнăçлă ĕçлеме пултарнине палăртмалла. Вĕсен таварĕсемпе тĕнчери 22 çĕршывра анлăн усă кураççĕ. «Чăваш Енре туса кăларакан таварсене ытларах экспорта куçарасси — пирĕн тĕллев», — тенĕ регион ертỹçи.

Унсăр пуçне, республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче те ял хуçалăхне аталантарма сахал мар тенкĕ уйăрма палăртнă. 2017 çулта çак тĕллевпе 2,4 миллиард тенкĕ тăкакланă пулсан, кăçал çак сумма 2,5 миллиард тенке çитмелле.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад тунă. 2017 çулта туса илнĕ ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ 75,3 миллиард тенкĕпе танлашнă. Пурĕ 125,3 пин тонна аш-какай, 432,6 пин тонна сĕт туса илнĕ. Агропромышленность комплексĕнче 209 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ, çапла майпа халăх валли 492 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Объектсене пурнăçа кĕртме пурĕ 3,5 миллиард тенкĕ тăкакланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code