Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслашшĕне асран кăлармаççĕ

Аслашшĕне асран кăлармаççĕ

Шăпа çынна таçта та илсе çитерет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă пирĕн ентешсем.

Тăрăм каччи Юрий Кириллов 1982 çулта Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ленинград хулине тухса кайнă, кунта профессипе техника училищинче пĕлỹ илнĕ. 1984-1986 çулсенче Коми Республикинче çар ретĕнче тăнă, снайпер тивĕçне пурнăçланă. Унтах партине кĕнĕ вăл. Салтак тумне хывсан Нева çинчи хуланах таврăнать — «Водоканал» предприятие слесаре вырнаçать Тăрăм каччи. Ĕçленĕ хушăрах ял ачи строительство университетĕнче вĕренет. Каярахпа дипломлă специалиста мастера лартаççĕ. Ун хыççăн аслă мастерта 17 çул вăй хурать. Çапла вара 9 пин ытла çын ĕçлекен предприятире инженера çитет. Хастарлăхне кура Юрий Владимировичăн сăн ỹкерчĕкне пĕр хутчен мар Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Юра çемьеллĕ. Луганск Республикине кĕрекен Краснодон хулинчи хĕрпе — Еленăпа çурçĕрти тĕп хуларах паллашнă. Ăна, Новочеркасскри политехника институтне пĕтернĕскере, направленипе унта ĕçлеме янă. Вĕсен ывăлĕ, Володя, пĕр компанинче менеджерта тăрăшать…

Юра 1965 çулта çут тĕнчене килнĕ. Пĕрремĕш класра 31-ĕн вĕреннĕ вĕсем. Шкула ялан пĕрле çỹренĕ тантăшĕсене — Юра Игнатьева, Лена Полиевтовăна, Лида Мясниковăна, Лена Ефимовăна халĕ те ырăпа аса илет.

Нумаях пулмасть тăван тăрăха килнĕ Юрăпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ.

— Пĕрремĕш вĕрентекен Елизавета Ивановна Мясникова пулнă пирĕн, — иртнине умне кăларать ентешĕмĕр. — Уроксенче час-часах хăвăрт вулав йĕркелетчĕ, килĕнчен хăйĕн ачисен кĕнекисене илсе килетчĕ ман валли. Библиотекăра вуламан кĕнеке хăварман эпĕ.

Юрий Владимирович тăван ялĕнчен 40 çул каялла тухса кайнă пулсан та, тăван тăрăха амăшĕ патне тăтăшах килсе çỹрет. Çав вăхăтрах ентешĕсем хулана пырсан Юрăсем патне час-часах чарăнаççĕ. Тарават вĕсен çемйи.

Юрăн шăллĕ, Валерий, Шупашкарта тĕпленнĕ, уйрăм предприниматель. Галина йăмăкĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Амăшĕ — Лидия Алексеевна — медпунктра 35 çул тирпейлỹçĕре ĕçлесе пенсине тухнă. Ашшĕ, Владимир Флегонтович, чылай çул «Рассвет» колхозра тимĕрçĕре вăй хунă. Шел, вăл 20 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Юра Раççейри тĕрлĕ хулапа паллашма та юратать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75-мĕш çулне вăл ывăлĕпе Тверь облаçĕнче кĕтсе илнĕ, унтах шăллĕ Оля хĕрĕпе те пырса çитнĕ. Ку тăрăхра, Ржев хулинчен аякра мар вырнаçнă Сухуша ялĕнче, аслашшĕ ĕмĕрлĕх канăç тупнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем унăн вилтăпри çинче пулса чĕрĕ чечексем хума пултарнă. Флегонт Кириллов унти хаяр çапăçусене хутшăннă. Тăванĕсем çапăçу вырăнĕсенче те пулнă та. Майăн 9-мĕшĕнче унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен нумай-нумай çын паттăрсене пуç тайма килсе çỹрет. Ял çывăхĕнче пулса иртнĕ çапăçусем пирки чылай пĕлнĕ ентешсем ку тăрăхра.

Юрий Кириллова тăван тăрăхра ăшă кăмăлĕшĕн, ырă чунĕшĕн кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ. Çакăн пек ентешсем пуртан илемлĕ çак тĕнче.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code