Аван кăтартусем
Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕсĕпе чемпионат ирттернĕ.
Унта ентешсем аван кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Серафима Самакова (Аслă Пăла Тимеш) 5 километра утассипе, Семен Львовпа (Шăмалак) Николай Алексеев (Тĕмер) йĕтре тĕртессипе, Давид Павловпа (Çĕнĕ Пăва) Константин Максимов (Çирĕклĕ Шăхаль) сăнă ывăтассипе чемпион ята çĕнсе илнĕ. Юлашки дисциплинăра С.Львов 2-мĕш пулнă. Тепĕр кĕмĕл призер — Аслă Елчĕкри Лиана Чернова (800 метр). Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ Артем Савинов 2 пин метра чăрмавсем урлă чупса бронза медальлĕ пулни те çитĕнỹ.
Тăтăшах ăмăртура
«Улăп» ФОКри Александр Портновпа Борис Клементьев тренер-преподавательсем ертсе пынипе округри йывăр атлетсем тăтăшах хутшăнаççĕ ăмăртусене.
Иртнĕ эрнере, акă, Шупашкар хулинче тупăшнă вĕсем. Матвей Романов, Антон Айметов, Тихон Александров (Елчĕк шкулĕ), Богдан Карсаков, Герман Романов, Елена Плотникова (Патреккел) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Палăртма кăмăллă: çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Аслă Елчĕкри 76-ри Николай Молоствов обществăлла тренер «ачисем» те пур. Тимурпа Матвей Амасевсем, Никита Филимонов, Савелий Патшин республика шайĕнче пуçласа палăрни чăннипех мухтанмалăх.
Пуçласа хутшăннă
Алла-аллăн тытăçассипе регионта турнир йĕркелесси йăлана кĕнĕ теме çук — сайра иртет.
Пирĕн округри спортсменсемшĕн пушшех çĕнĕлĕх. Çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спортзалĕнче йĕркеленĕ турнирта вăй виçме шутланă-тăр. Республикăри аслă шкулсемпе ятарлă вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенчи атлетсен йышĕнче 70 килограма çитичченхи виçере вулакансем пĕлекен Ивановсем — Романпа Денис 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă.
Призерсем те пур
Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем те тĕп хулара тупăшнă — Ленин районĕн администрацийĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн.
Округ командин йышĕнчен унта вырăнти организаци ертỹçи Людмила Анисимова (Ĕнел) джакколло, Эльвира Морозова (Кушкă) сĕтел çи новус вăййисенче виççĕмĕш вырăна тухнă. Михаил Васильевпа Александр Портнов та тĕрлĕ конкурсра начар мар тупăшнă.