Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла

Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла

Юн пусăмĕ пысăк пулни (гипертони) чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ патне илсе çитерме пултарать. Сиплеве вăхăтра пуçăнманни вилĕме çывхартать.

Гипертони чухне пуç ыратать, çаврăнать. Ывăннине, вăй чакнине туятăн. Физкультура тунă чухне сывлăш пỹлĕнет, кăкăр тĕлĕнчен ыратни палăрать. Куç япăх курма пуçлать. Ура тăртанать. Çак палăрăмсене туймастăр пулсан та юн пусăмне виçсех тăмалла. Уйрăмах 60 çултан иртнисен, тулли кĕлеткеллисен, пирус туртакансен, сăра-эрех виçесĕр ĕçекенсен, сахал хускану тăвакансен, йăхра çак чир палăрнисен сыхлăха ỹстермеллех.

Юн пусăмне ирхине те, каçхине те виçмелле. Тулли кĕлеткене чакарма тăрăшмалла. Виçене 5-10 процент сахаллатни те юн пусăмне шайлашура тытса тăма май парать.

Тăвар сахалрах çимелле. Вăл организмра шыва тытса тăрать. Çавна май юн çаврăнăшĕ хăвăртланать.

Физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Хусканусем туни чĕрене çирĕплетет. Куллен 10000 утăм тума сĕнеççĕ.

Пирус туртассине сивлемелле. Никотин юн тымарĕсене пĕрет. Эрех-сăрапа туслă пулни те ырри патне илсе пымасть.

Чиртен сипленмелли эмелсене тухтăр çырса парать. Вĕсене пĕр сиктермесĕр ĕçмелле.

Гипертони чĕрепе юн тымарĕсен ытти чирĕсемпе çыхăннине те манмалла мар. Çавăнпа та сиплеве пуçăниччен тĕплĕн тĕрĕсленмелле. Юнра холестерин, глюкоза шайĕ мĕнле пулнине пĕлни кирлĕ. Тухтăр патне вăхăтран вăхăта çỹремелле. Çавăн чухне çеç чĕрене сывă упрама пулать.
Венера ЧЕРНОВА,
Елчĕкри тĕп больница
медсестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code