Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен республикăри канашĕ Вăрнар округĕнчи Шĕнерпуçĕнче 9-мĕш спартакиада йĕркеленĕ.
ГСВГ ветеранĕсен Елчĕк округĕнчи пĕрлĕхĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Анисимов ертсе пынă ушкăн унтан çĕнтерỹçĕн кубокĕпе таврăннă. 9-мĕш хут! 14 команда хушшинче пирĕннисенчен Петр Кузнецов (Курнавăш), Анатолий Николаев (Лаш Таяпа, 1 вырăн), Дамир Валиев (Сăрьел, 2 вырăн) кире пуканĕ йăтассипе, Юрий Порфирьев (Курнавăш, 1 вырăн) пăшалтан перессипе палăрнă.