Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илемшĕн тăрăшакансене — чыс

Илемшĕн тăрăшакансене — чыс

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ялсен территорийĕсене хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес тата ешĕллетес тĕлĕшпе ирттернĕ регионти смотр-конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Асăннă тупăшăва хутшăнса пирĕн округра пурăнакансем тĕрлĕ номинацире кашни çулах призерсен йышне кĕреççĕ. Çирĕммĕш хут иртнĕ конкурсра та Елчĕксен пархатарлă ĕç-хĕлне экспертсем пысăк хак панă. Урамсен тирпейĕпе çыхăннă номинацире округран тỹрех икĕ ял чыса тивĕçнĕ: Аслă Елчĕкри Николаев урамĕ 1-мĕш, Кивĕ Эйпеçĕнчи Тĕп урам 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Смотр-конкурса 14 муниципаллă пĕрлешỹрен пĕтĕмпе 61 заявка тăратнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене çывăх вăхăтра дипломсемпе тата укçан хавхалантарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code