Юлашки çулсенче инсультпа аптăракансем сахал мар. Çавна май вулакана хăрушă амакран сыхланас тĕлĕшпе паллаштарасах килет.
Инсульт пуç мимине юн пыма пăрахсан пулать. Çынна шалкăм çапать, вăл япăх калаçать, чылайăшĕ сусăр пулса юлать. Анчах инсульт иккĕмĕш е виççĕмĕш хут пулас хăрушлăх та пур. Урăх ан пултăр тесен мĕн тумалла?
Ун чухне, чи малтанах, тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламалла, ятарлă йĕркене пăхăнмалла:
— Кашни кун юн пусăмне икĕ хутчен виçмелле, кăтартусене кун кĕнеки çине çырса пымалла.
— Тухтăр патне вăхăтра каймалла, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
— Эмелсене вăхăтра ĕçмелле.
— Пирус туртма, эрех, кофе ĕçме юрамасть.
— Пылак çимĕçсем, чустаран хатĕрленĕ, çуллă, ăшаланă апат çиме юрамасть.
— Пахча çимĕçсемпе улма-çырла, тĕрлĕ пăтă çимелле.
— Йывăр ĕç тума юрамасть, ытларах канмалла.
— Стресс чухне ытлашши кулянмалла мар, хĕпĕртỹллĕ самант ытларах пулмалла.
Раиса ТРОФИМОВА, Елчĕкри тĕп больницăн невролог тухтăрĕ.