Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автобус çула тухрĕ

Автобус çула тухрĕ

Муниципалитет хушшинчи маршрутпа çула тухакансемшĕн ырă хыпар: ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçласа «Елчĕк — Лаш Таяпа — Шăмалак» маршрутпа 156-мĕш номерлĕ автобус пассажирсене турттарма тытăннă.

Çак ыйту ялсенче пурăнакансемшĕн, чăннипех, çивĕч тăнă. Округ администрацийĕ çынсен ыйтăвне вĕсем майлă татса пама хутшăннă анчах мар, маршрута йĕркелеме каякан тăкаксен пĕр пайне округ бюджетĕнчен саплаштарма та хирĕç пулман.

Автобус хăш вăхăтра çула тухассин графикне çул çỹрекенсен шухăшĕсене шута илсе, вĕсене çỹреме меллĕ вăхăтра йĕркеленĕ. Вăл Шăмалак ялĕнчен ирхине 7 сехет те 10 минутра çула тухать, Елчĕкрен каялла — 8 сехетре. Тепĕр рейс — Шăмалакран: 10 сехет те 40 минутра тата 14 сехет те 20 минутра, Елчĕкрен: 11 сехет те 30 минутра тата 15 сехет те 10 минутра. Палăртнă маршрутпа çула тухма Кавал, Исеккел, Çĕнĕ Эйпеç, Яманчỹрел тата çывăхри ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те меллĕ пулма тивĕçлĕ. Автобусăн юлашки чарăнăвĕ — тĕп больница.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code