Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Взяткăпа кăмăлне çавăрнă

Взяткăпа кăмăлне çавăрнă

Шупашкар хулинчи Мускав районĕн администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн экс-пуçлăхĕ приговор итленĕ.

Ăна Уголовлă кодексăн коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн явап тыттармалли темиçе статйипе айăпланă: должноçри çын взятка илнĕшĕн, службăри ултавшăн, должность полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн.

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, фигурант асăннă должноçра ĕçленĕ май кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче темиçе çынна, тĕрĕссипе, административлă яваплăхран хăтарнă. Суд обязательнăй майпа ĕçлеттермелле тунă çынсене явап тытма район администрацине янă, ку вара 10-30 пин тенкĕлĕх взяткăшăн, юр тасатмалли инвентарьшĕн вĕсене виçĕ хут хайхи обязательнăй ĕçсенчен хăтарнă. Ĕç вăхăтне шута илмелли табельте вĕсем ĕçленĕ пек кăтартма манман — суд палăртнă сехетсене туллин шута ипнĕ. Çав документсене граждансем суд приставĕсен службине тăратнă, вăсене тĕпе хурса приставсем вĕсем тĕлĕшпе суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсене вĕçленĕ.

Суд административлă майпа явап тыттарнисене «шеллекен» экс-чиновника условнăй майпа 3 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çавăн пекех унăн çитес çулсенче муниципалитет тата патшалăх органĕсенчи должноçсене йышăнма юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code