Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан юрла-юрла ал ĕçĕпе киленнĕ — çыхнă, тĕрленĕ, сапланă… Ыран Пĕтĕм тĕнчери ал ĕçĕсен кунĕ пулни хăех унăн пĕлтерĕшĕ çинчен калать.
Çак куна паллă тăвас тĕллевпе Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче ал ĕçĕсен куравне уçрăмăр. Унта тĕрленĕ пит шăллисем, сĕтел тата пукан çи виттисем, тутăрсем, кавирсем. Вĕсен авторĕ — Исемпел ялĕнче пурăнакан 92 çулхи Минадора Маркова.
— Шкул çулĕсенче пуçланă юратнă ĕçпе халĕ те аппаланатăп, — тет Минадора Пантелеймоновна. — Чун-чĕрене канлĕх кỹрет вăл, ырă шухăш-туйăма çирĕплетет. Çамрăксем, эсир те юратăр çак ĕçе.
Алă ĕçĕн ăсти хăйĕн интересĕ пирки нумай вăхăт каласа пама пултарать. Пурнăçĕ çинчен те пĕлтерчĕ кĕскен.
Вăл Исемпелте, нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класс пĕтернĕ. Кайран «Победа» колхозра бригадăри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, чылай çул фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Мăшăрĕпе, Николай Степановичпа, 6 ачана çут тĕнчене килтернĕ. Халĕ 13 мăнуклă, 12 кĕçĕн мăнуклă хĕрарăм Валерий ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Александр РОМАНОВ,
музей заведующийĕ.