Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виççĕмĕш хут улталаннă

Виççĕмĕш хут улталаннă

Шупашкарта пурăнакан 51 çулти арçын усламшăн çунса каллех, виççĕмĕш хут, ултавçăсен вăлтине çакланнă.

Полицирен пулăшу ыйтнăскер пĕлтернĕ тăрăх, вăл çĕртме уйăхĕнчех хăйне телефонпа шăнкăравланă палламан çын сĕннипе хавхаланса инвестици хывма килĕшнĕ. Пысăк мар виçепе укçа хывма пуçланă. Пĕчĕккĕн хайхи виçе пысăклансах пынă. Çапла вара ултавçă пĕлтернĕ шутсем çине пĕтĕмпе 680 пин тенкĕ куçарнă. Пĕр пайне — кредит илсе… Хăй улталаннине «инвестицие» каялла илейменни çирĕпленсен кăна тавçăрнă.

Тĕлĕнмелле те, çак арçын улталаннине кура полицирен пирвайхи хут кăна пулăшу ыйтмасть иккен. 2021 çулта пуйăспа çула тухма суя сайт урлă билет туянма тăнă та — 6 пин тенкĕ патнелле çухатнă. Пĕлтĕрхи нарăсра вара хăйне маларах илнĕ кредитран хăтăлмашкăн пулăшма сĕнсе шăнкăравланă çынсене 234 пин тенкĕ куçарса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code