Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренекенсене вулавăша йыхравланă

Вĕренекенсене вулавăша йыхравланă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче — Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун республикăри ялсемпе хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Çак кун пирĕн округра та ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене тата ашшĕ-амăшне Елчĕк округĕн администрацийĕнче ятарлă специалистсем йышăну ирттернĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче правăпа çыхăннă темăсемпе уроксем тата класс сехечĕсем йĕркеленĕ.

Елчĕкри тĕп библиотекăри Право центрĕн заведующийĕ Диана Васильева çак кун вулавăша Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсене йыхравланă. Вĕсене Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн Елчĕк округĕнчи пулăшуçи Андрей Воробьев, Елчĕк округĕн администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Эльвира Молоствова Раççей Федерацийĕн гражданинĕн прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă, кĕскен саккунсен пуххипе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code