Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп библиотекăра — черетлĕ тĕл пулу

Тĕп библиотекăра — черетлĕ тĕл пулу

Елчĕкри тĕп библиотека никĕсĕ çинче «Место силы» ятпа йĕркеленнĕ çула çитмен ачасемпе хутшăнассине Диана Васильева (вăлах — библиотекăри право центрĕн заведующийĕ те) ертсе пырать.

Хальхинче вăл Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти саккăрмĕш кадет класĕнче вĕренекенсемпе вырăна тухса «Могу чувствовать» мерприяти йĕркелерĕ.

«Кука» кинофильм курни мероприяти темине туллин ăнланма тата хак пама май панине вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсенче те палăртнă. Тарăн шухăшлă, куççульсĕр курма май пулман çак фильм нумайлăха вĕсен асĕнче юлĕ. Вĕренекенсем вара çакна та ас-туса юлнă: çуралнă тăван килтен, çывăх çынсем яланах юнашар пулнинчен, юратупа туслăхран, пурнăçа юратнинчен, пĕр-пĕрин патне пысăк тимлĕх уйăрнинчен тата уççăн хутшăннинчен хакли урăх çук!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code