
Антонина Зайцева «Сатурн» хуçалăхра поварта тăрăшать. Сахал мар çул вăл çак ĕçре.
— Ĕçе чунтан юрататăп, çавăнпах çак профессине суйларăм та ĕнтĕ, — палăртать Антонина Вениаминовна. Ĕçченсен сывлăхĕ кулленхи меню техĕмлĕ, витаминсенчен пуян апат-çимĕçлĕ пулнинчен килнине аван ăнланать ĕçчен.
Тутлă апат пĕçернипе пĕрлех А.Зайцева столовăйри йĕркелĕхшĕн те яваплă.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Антонина Зайцева ĕç вырăнĕнче.

