Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче округра нумай спорт мероприятийĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей спорт мастерĕ Юрий Попов Лаш Таяпа ялĕнче хăйĕн призĕсемшĕн çамрăксен хоккей турнирне йĕркеленĕ.
Ăмăрту чыславне хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Юрий Алексеевичăн Чăваш Ен парламентĕнчи ĕçтешĕсем организаторăн производствăри, ыр кăмăллăхри, спорта аталантарассинчи ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Вĕсем хоккей вăййин активисчĕсен пĕр ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Турнирта çĕнтернĕ «Лаш Таяпа», çавăн пекех «Патреккел», «Аслă Елчĕк», «Тăрмăш» командăсемпе уйрăм пултаруллă хоккейçăсене сумлă парнесемпе хавхалантарнă.
…Декада тапхăрĕнче Сергей Миллин майора, Александр Ефимов, Виталий Афанасьев вĕрентекенсене асăнса хоккей турнирĕсем, СВОра паттăрла пуç хунă Елчĕк çамрăкĕсен тата Павел Портнов, Станислав Лепешкин юстици лейтенанчĕ ячĕпе мини-футбол ăмăртăвĕсем, шкулсенче ГТО тусĕсен тесчĕсем иртнĕ.

