Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ленинграда хỹтĕленĕ

Ленинграда хỹтĕленĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем çĕршывра та питĕ сахаллăн юлнă. Пирĕн округра сыввисем вуçех те çук. Çапах та вĕсен ячĕсем халăх асĕнче ĕмĕрех упранаççĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче эпир вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса çулсерен «Вилĕмсĕр полк» акцине мăнаçлăн хутшăнатпăр. Çапла майпа пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн паттăрсене вĕçĕмсĕр тав тăватпăр.

Манăн мăн асаттене Николай Федорович Федоров тесе чĕннĕ. Ăна 1941 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе вăрçа илсе кайнă. Танксене хирĕç çапăçакан артиллери полкне лекнĕ вăл. Эпĕ ăна хам курман, ун пирки анне тата кукаçи каласа панă тăрăх пĕлетĕп.

Аслисем пĕлтернĕ тăрăх, вăл вăрçă çинчен питех каласа пама юратман. Çапах та хушăран ку темăпа чунне уçса калаçма пултарнă.

Вăрçă асатте чĕринче тарăн суран хăварнă. «Хăш-пĕр самантсем вăхăт иртнĕçемĕн те манăçмаççĕ, вăйланса çеç пыраççĕ, — аса илнĕ мăн асатте. — Танк гусеницин чĕриклетĕвĕ, бомба сирпĕннĕ сасă, çĕрпе пĕрлешнĕ хура пĕлĕт, хĕрсе кайнă пăшал кĕпçи, салтаксен тусанпа вараланнă сăн-пичĕ, çунакан танксем, йывăр хура тĕтĕм… çакăн евĕрлĕ ỹкерчĕксем час-час куç умне тухаççĕ».

Январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине татнăранпа 81 çул çитет. Ленинград блокади — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнчи чи трагедиллĕ пулăмсенчен пĕри. Çак хулана фашистла Германи тата Финлянди салтакĕсем 1941 çулхи сентябрь пуçламăшĕнчех тапăнма тытăнса йĕри-тавра хупăрласа илнĕ. Хулара юлнă 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пекех пурăннă, вĕсем çине кунĕн-çĕрĕн тупăсенчен пенĕ, самолетсенчен бомба-снаряд тăкнă. Чи кăткăсси — салтаксемпе хула çыннисене апатлантарасси пулнă. Кунта апат-çимĕç сахал хатĕрленĕрен хăрушă выçлăх пуçланнă. 1941-мĕш çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчен çăкăра карточкăсемпе кунне рабочисене 600 грамм, ыттисене 300-400 грамм пама пуçланă, уйăхсерен чакарса пырса ноябрьте рабочисене — 250 грамм, ытти çынсене 125 грамм çеç уйăрнă. Пысăк хуйхă кашни çемьене пырса тивнĕ, хăшĕсен ашшĕ-амăшĕсен куçĕ умĕнчех ывăлĕсемпе хĕрĕсем вилнĕ, теприсен ачисем тăлăха юлнă. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Анчах та ку тискерлĕх Ленинград çыннисене, ăна паттăррăн хỹтĕлекенсене парăнтарайман, вĕсем темĕнле йывăр пулсан та çак нушана чăтса ирттерме пултарнă. Блокадăри хулана хăтарассишĕн пыракан кĕрешỹре апат-çимĕçпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтерме пĕртен-пĕр çул — Ладога кỹлли çеç пулнă. Çак кỹлĕ урлă иртекен çула «Пурнăç çулĕ» ят панă, унпа 152 кун усă курнă. Ленинград çыннисене шăпах вăл выçлăхран хăтарса хăварнă.

Николай Федоров Ленинград хулине хỹтĕленĕ чухнехи хаяр çапăçусем пирки хумханмасăр каласа парайман. Çак çапăçусен вăхăтĕнче вăл йывăр аманать. Пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн салтака III степень Мухтав орденĕпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Çавăн пек паттăр салтак пулнă манăн мăн асатте. Маншăн вăл яланлăхах ырă тĕслĕх, чăн-чăн паттăр, Тăван çĕршывшăн çуннă иксĕлми çăлтăр. Мухтав сана!

Александр КУЗЬМИН. Тỹскел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code