Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Обществăлла ĕçе вырнаçтарнă

Обществăлла ĕçе вырнаçтарнă

Пурнăçри йывăр лару-тăрупа тĕл пулнă, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсенчен нумайăшĕ вăхăтлăха обществăлла ĕçсене хутшăнма тăрăшать.

Коллективпа хутшăнма тÿр килнĕ май çыннăн кăмăл-туйăмĕ çĕкленет, унăн чун-чĕринче шанчăк çуралать. Вăхăтлăх тесе ĕçе вырнаçакан хăйне лайăх енĕпе кăтартнине кура, яланлăхах коллективра юлнин тĕслĕхĕсем те сахал мар.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр вăхăтлăха йывăрлăхсемпе тĕл пулнă çынсене тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене вырнаçтарас тĕллевпе кăçал 6 килĕшÿ çирĕплетнĕ, çапла майпа 13 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code