Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çĕршывра «Çемье» наци проекчĕ старт илчĕ. Вăл 2024 çулта вĕçленнĕ «Демографи» нацпроект тăсăмĕ пулĕ, 2030 çулчченех ĕçлĕ.
«Кивĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Президентăн перинаталь центрĕнче ача çуратайман çемьесене пулăшса экстракорпораллă майпа çие юлассин 6 пин ытла ярăмне пурнăçланă. Çав шутра 5 пине яхăн ярăм — эмбрионсене куçарса. Çакăн валли медстраховани укçипе усă курнă. Асăннă тĕслĕхсен 31 процентĕнче хĕрарăмсен çие юлнă, 1,5 пине яхăн пепке çутă тĕнчене килнĕ.
Пĕлтĕр «Çамрăк мăшăр сертификачĕ» проект пуçарнă. Мăшăрланнă çамрăксем унпа усă курса хăйсен репродуктивлă сывлăхне тỹлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Иртнĕ çул республикăра пурăнакан 636 çын усă курнă сертификатпа. Специалистсем тĕпченĕ тăрăх, тĕрĕсленнисен 43 проценчĕ сывă. Хĕрарăмсен 20 проценчĕ шыçă чирĕсем пулнине кура вĕсене хушма тĕрĕслеве янă, хĕрарăмсен 12 процентне тата арçынсен 65 процентне диагнозпа килĕшỹллĕн сиплеме йышăннă.

