Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Форума хутшăннă

Форума хутшăннă

Мускавра «Пĕчĕк агробизнеса аталантарасси» форум иртнĕ. Унта Чăваш Республикин делегацийĕ те хутшăннă.

Форума Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут уçнă. Вăл патшалăх агропредприятисене малашне те пулăшма хатĕррине, çак тĕллевпе 15 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех отрасльте 160 пин фермер тата 17 миллион харпăр хăй хуçалăх пулнине палăртнă. Çăмăллăх кредичĕсем те сыхланса юлаççĕ-мĕн, вĕсем валли 42 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕлĕхсем те пулмалла. Тĕслĕхрен, фермер продукцийĕсене пысăк суту-илỹ комплексĕсенче вырнаçтарас енĕпе ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх производствине аталантаракансене укçан пулăшĕç.

Форум программи анлă пулнă. Республикăран кайнă предпринимательсем çавра сĕтел ĕçне те хутшăннă. Унта ялсемпе пĕчĕк хуласем валли ертỹлĕх кадрĕсене хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code