Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕмĕллĕ Полина

Кĕмĕллĕ Полина

Полина Андреева спорт мастерĕ черетлĕ çĕнтерỹпе савăнтарчĕ.

Свердловск облаçĕнчи Верхняя Пышма хулинче иртнĕ йывăр атлетсен çĕршыв Кубокĕнчен вăл кĕмĕл медальпе таврăннă. Унта 52 регионтан 300 ытла атлет вăй виçнĕ. Кавал хĕрĕ 49 кг спортсменкăсем хушшинче икĕ енлĕ кĕрешỹре 157 кг йăтма пултарни — лайăх кăтарту.

Призера тата унăн наставникне — РФ тава тивĕçлĕ тренерне Геннадий Иванова хăйĕн телеграм-каналĕнче ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code