Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çумра — пĕр граната, пĕр патрон

Çумра — пĕр граната, пĕр патрон

Çар ретне тăнă кашни салтак — Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи. Унăн пĕлтерĕшĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан уйрăмах ỹсрĕ. Ирĕклĕхшĕн тăшмана хирĕç çапăçакан кашни салтакпа офицер вара — паттăр. Çак йыша Курск облаçĕн территорийĕнчи контртерроризмла операцие хутшăнакансене кĕртни те тĕрĕсех.

Артем Иванов, 2023 çулта Елчĕкри вăтам шкула пĕтерсен, малалла вĕренме кайма тăхтанă, мĕншĕн тесен салтак атти тăхăнмалли вăхăт çитсе пынă. Раштав уйăхĕнче, хăй ĕмĕтленнĕ пекех, Костромари сывлăш-десант çарĕн салтакĕ вăл. Икĕ уйăхлăх хатĕрленỹре минометчика вĕренет, виçĕ хутчен парашютпа сикет. Иваново хулинче пĕр эрне тăнă хыççăн, 2024 çулхи çу уйăхĕнче, Курск облаçĕн территорине куçараççĕ.

Малтанах пĕлнĕ

Легендарлă 98-мĕш артиллери дивизийĕн пĕр йышне унта ярасса эпир малтанах сиснĕ-ха. Палăртнă кун çитсен кашнин шухăш-кăмăлне ыйтса тухрĕç. Манăн иккĕленỹ пулман ку тĕлĕшпе. 300 ачаччĕ эпир, Украина чиккине вырнаçнă Елчĕкрен пысăках мар Теткино поселокне чарăнтăмăр. Кунта 2018 çултах туса хатĕрленĕ çаврака блиндаж. Урайĕ те, стенисем те хăмаран. Маччине профнастилпа витнĕ, ăна тăпрапа хупланă. Пурте пĕр çĕре шăнăçаймастăн-çке — спирт завочĕн путвалне вырнаçнисем те пурччĕ.

Нацистсем Курск çĕрĕ çине март уйăхĕнчех тапăнса пăхнă-ха. Анчах пĕчĕк йыша хальхи пек сарăлса кайма паман. Тен, пирĕн вăйсене тĕрĕслес тĕллевпе çеç кĕнĕ? Августăн 6-мĕшĕнче вара — чăнласах. Вĕсен малтанласа икĕ танкĕ тата пехоти пирĕнпе юнашарти, 800 метрта вырнаçнă поста, тапăннă. Кайнă вара… Пĕрмаях шутлатăп: мĕншĕн çийĕнчех ответ паман пирĕн çарсем? «Провокаци» кăна тесе шутланă-ши? Вĕсем каçнă кĕпере каярахпа хамăрăннисемех сирпĕтрĕç.

Августăн 14-мĕшĕнче, ирхине 5 сехетре, хохолсем пирĕн траншейăсене пырса кĕчĕç, çавăнтах пограничниксем лартса хăварма ĕлкĕрнĕ минăсем çинче те сирпĕнчĕç. Вăл вăхăтчен эпир чугун çул вокзалне хỹтĕлеме куçрăмăр. Тĕп тĕллев çавă пулнă пирĕн.

Траншейăпа станци хушши пĕр 600-700 метр пулĕ. Çур сехете пычĕ-ши çапăçу? Пуç тĕлĕнченех пульăсем шăхăрса иртеççĕ. Эпир автоматсемпе, минометсемпе усă куратпăр пулсан, лешсем артиллерисемпе, танксемпе çунтараççĕ. Танкăн снарячĕ те хăрушăрах ыттисенчен. Акă, хăлхасене хупласа лартрĕ, тем вăхăта тимлĕхе çухатрăм. Кăштахран йĕркене кĕтĕм. «Пытанмалла!» — кĕчĕ хăлхана команда. Тăшман техники ĕçлеме пуçласан ялан çапла тăватпăр-ха эпир. Хальхинче, ав, пуç минкĕренипе каярах юлнă. Пурпĕрех çывăхри шăтăка чăмса çăлăнăç тупма ĕлкĕртĕм. Анчах çав самантра ура ыратса кайнине туйрăм: бетон картлашкан тимĕрĕ çине тăрăннă иккен. Çавна май ура шăмми куçса кайнă. Мана танк çине лартса тыла илсе тухрĕç, Рыльск ялĕнчи пĕчĕк госпитальте сиплерĕç. Нумай тытман унта, подразделенине таврăнсан икĕ эрнерен йĕркеленсе çитрĕм.

Станци пирĕн алăрах юлчĕ. Взводри юлташсем пурте чĕрĕ-сывă пулни те пысăк çĕнтерỹ пекех.

Вилнĕ тесе шутланă

Тăшман карас телефон çыхăнăвĕн вышкине юрăхсăра кăларнине пула август-ноябрь уйăхĕсенче Артем тăракан территорире пат! çыхăну татăлнă. Пурнăç пĕтсе ларнă тейĕн. Салтакран хыпар-хăнар çукран ял çыннисем вилнĕ тесе сас-хура та кăларнă. Ашшĕ-амăшĕн чĕрисем туяççĕ теççĕ-и-ха, Альбина Владимировнăпа Андрей Валерьевич кăна шанман çакна. Ывăлĕ СМС ярсан çăмăллăнах сывласа янă вĕсем.

«Вышка» тума хăйсеннисенченех пĕри ăслă шухăш панă: дрон çине телефон çыхнă та 300 метр çỹллĕшне хăпартнă.

Приказ: «Тыткăна лекмелле мар!»

«Наган» чĕнỹллĕ десантник кăна çапла ăнлантарать:

— Нацистсен аллине тыткăна лексен вулакан та мĕн кĕтессине ăнкарать. Çавăнпа пире Курск çĕрĕ çине ура ярса пусичченех хытарса каланă. Тыткăна лекес мар тесе ыттисем пекех, ман çумра та яланах пĕр граната тата каска ăшĕнче автомат патронĕ пулнă.

Артем Иванов гварди рядовоя «Çар тивĕçне кăтартуллă пурнăçланăшăн» медальпе наградăланă. 19 çулхи каччă кĕске тапхăрлăх хĕсметре çакнашкал чыса тивĕçни нумаййи çинчен калать.

…Салтакăн телеграм-каналĕнче çапăçу тапхăрĕсене сăнлакан видео кадрсем чылай. Вĕсене кашни çыннăн курма кирлĕ те мар. Пĕринче вара юлташĕсемпе ыталашура ỹкерттернĕскер. «Не забывайте братки никогда: не зря нас судьба свела. Всех люблю», — тесе çырнă унта.

Вут-çулăмра çуралнă туслăх нихăçан та арканмĕ. 19 çулхи Тăрăм ачи кашнинпе тачă çыхăнура. Вăл вара çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе малалла, йĕркелĕх хуралĕнче, тăсма шутлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code