Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вилĕмсĕр Гостомель десанчĕ

Вилĕмсĕр Гостомель десанчĕ

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçламăшĕнчи чи паллă çапăçу Гостомель аэропорчĕшĕн пынине палăртаççĕ политиксем.

2022 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕччен, 8 кун маларах, Ульяновскри Кутузов орденлĕ 31-мĕш гварди сывлăш-десанчĕн бригадин пĕр ушкăнне Белоруссири Гомель облаçне антарнă. Питĕ вăйлă хатĕрленỹ иртнĕ. Палăртнă кун, ир-ирех, вăтăра яхăн Ми-8 тата Ми-28 вертолетсем Ка-52 «аллигатор» пулăшăвĕпе Украина çĕрĕ çине вĕçсе кĕнĕ. Борт çинче — 200 десантник. Тăшманăн сывлăш çарĕн атакинчен сыхланас тĕллевпе ятарласа шыв управĕ çийĕн вĕçнĕ. Ун хыççăн пуçланнă вара: «вертушкăсем» аэропорт территорине анса ларсанах спецназ тỹрех çапăçăва кĕнĕ.

Поселок типлă Гостомель хули Киевран 25 çухрăмра вырнаçнă. Пирĕн çарăн тĕллевĕ — унта наемниксен çĕнĕ вăйĕсене анма памалла мар. Аэропорт пысăк, тĕрлĕ йышши самолетсене йышăнма пултарнă. Паллах, нацистсем çак стратегиллĕ объекта питĕ вăйлă сыхланă: 30 танк, унсăр пуçне артиллери, авиаци, 2 пине яхăн чĕрĕ вăй. Вăл йышра Британи, Грузи, Болгари наемникĕсем те. Пирĕн спецназăн автоматсем, гранатометсем тата… иксĕлми çирĕп кăмăл пулнă. Ĕçмелли-çимелли пĕтсе çитнĕ, хĕç-пăшалсенчен çумра мĕн пуррипе виçĕ талăк çапăçма пултарнă вĕсем. Белорусси енчен çĕнĕ вăйсем килсен тăшмана хăйсен позицисенчен пуçĕпех хỹтерсе кăларнă. Чакса пынă май нацистсем пĕрле мĕн илме пултарайман — пĕтĕмпех сирпĕтнĕ. Легендарлă «Мрия» самолетне те хĕрхенмен.

Аэродром территорийĕ арканса пĕтнĕ май, сывлăш техникине малалла йышăнайман…

Гостомельти хаяр çапăçу истори страницине çырăнĕ. Унта хутшăннă десантниксен хăюлăхĕпе паттăрлăхне палăртса вĕсене «вырăс спецназĕн 200 спартанецĕ» тенĕ. Вăл йышра пирĕн ентешсем пулнине те кашнин пĕлмеллех: Александр Малов (Аслă Елчĕк), Алексей Егоров (Тăрăм), Петр Смирновпа Иван Юхмин (Курнавăш).

Астăвăмăн иксĕлми çăл куçĕ

Ульяновскра «спартанецсен» кун-çулĕ историне кĕрсе юлнă тесен те тĕрĕсех-тĕр. Вĕсен ячĕпе хулара Гостомель десанчĕн урамĕ пур, кĕнеке кăларнă, документлă фильм ỹкернĕ, çулсерен çăмăл атлетсен кросне ирттереççĕ.

Паттăрсем çинчен тăтăш аса илтерекенни вара — музей. Ленинла комсомол урамĕн 39-мĕш çуртĕнче вырнаçнăскере 2024 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче уçнă. 60 тăваткал метрлă пỹлĕм çеç, çапах та мĕн чухлĕ экспонат унта! Ăна виçĕ уйăх хушшинче хатĕрлеме пултарнă. Пуçаруçи, йĕркелỹçи, вăлах заведующийĕ — Резеда Ханнанова психолог. Музее СВОра пуçне хунă ывăлĕн ятне панă. Пĕтĕм ĕçе тỹлевсĕр — салтаксен çемйисем, волонтерсем, уйрăм пайтаçăсем — пулăшнипе хута янă.

Кỹршĕ регионти музейпе паллашма эпир те кăмăл турăмăр: Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков, Николай Молоствов спорт ветеранĕ, «гостомелецĕн» ашшĕпе амăшĕ, Курнавăшри Еленăпа Алексей Смирнов педагогсем тата çак йĕркесен авторĕ. Пире Александр Маловăн мăшăрĕ Гульназ Расимовна кĕтсе илчĕ.

Гостомель десантне халалланă музей — шедевр, унти кашни экспонат — реликви. Пырса кĕрсенех пысăк картина — В.А.Таранов художникăн «Работайте, ребята!» ĕçĕ тỹрех куç тĕлне пулать. Калăпăшĕ 250х150 сантиметр, пир çине çупа ỹкернĕскер. Вертолетран аннă салтаксем çапăçăва кĕнине çутатнă унта.

Юнашарах — мухтавлă бригадăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчен пуçланакан кун-çулĕпе çыхăннă анлă стенд. Волонтерсене халалланă уйрăм кĕтес те пĕлтерĕшлĕ. Унта пирĕн енче пурнăçлакан мероприятисенех кăтартнă-ха, çав вăхăтрах госпитальте тата килте сывалакан салтаксене шефа илни те пур. Хỹтлĕх тетелĕсене ахаль кăна çакса хуман: шурăрах тĕслинче кăвакарчăнсен вĕçевĕ сăнланнă, тĕксĕмминче «гостомелецсен» тата вĕсене халалланă сăвăсене, виç кĕтеслĕ çырусене çакса хунă. Хăйне евĕр вырнаçуллă, сăмахĕсем чуна пырса тивеççĕ.

Черетлĕ панно — сывлăш-десант çарĕн эмблемине, чечексене, тăрнасене тĕрленĕ шурă пусма. Унта Гостомельте тата каярахри çапăçусенче пуçĕсене хунă 34 десантникăн сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Вĕсен йышĕнче каярахпа икĕ-виçĕ кун хушшинче темиçен вилнисем те пур. Пирĕн делегаци шăпах çав стенд умĕнче ỹкерĕнме кăмăл турĕ.

Хулара асăну кунĕсене халалланă тăватă акци иртет. Пĕри Донбасс ачисемпе çыхăннă. Кунта та вĕсене «Манма юрамасть! Каçарма юрамасть!» ятпа асăнура хăварма тĕв тытнă, хăшĕ-пĕрин сăн ỹкерчĕкне вырăн панă. Тем йăлăннăн тинкереççĕ сан çине, пурнăç çутине курнăскерсем кăна: Анастасия Подминская (2013-2014), Владимир Михнев (2009-2015), Екатерина Мочалова (2004-2015)… Осколок лекнĕ е артиллери снарячĕпе сирпĕннĕ…

Десантниксене халалланă тăсăм — витринăсенче. Вĕсенче те салтак е офицерăн паттăрла кун-çулĕ çинчен кĕске информаци илме пулать. Пирĕн ентеше — Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерне, Александр Малов гвардин аслă сержантне уйăрнă кĕтес те пур. Сăн ỹкерчĕксем, документсем, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медаль, вăл усă курнă раци упранаççĕ унта.

Музейпе паллашакансем йышлă. Хăйсен шухăш-кăмăлне вĕсем хаклав кĕнекинче палăртаççĕ. Пĕринче çакăн пек йĕркесем пур:

«Огромное спасибо за создание этого уникального и необходимого всем музея. В каждом городе нашей страны такой музей необходим и именно от вас все должны брать пример. Низкий поклон вам. Дмитрий Дунаев, композитор. 05.10.2024»

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхне сăнлакан Раççейре хальлĕхе пĕртен-пĕр музей. Вăл хуласенче кăна мар, пирĕн округра та пулма тивĕç.

Вăхăт кĕтмест…

Николай МАЛЫШКИН.
Ульяновск хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code