Округра тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысласси малалла пырать.
Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çыннăмăрсем умĕнче эпир пуçăмăрсене таятпăр. Вĕсем ачалăх тапхăрне пăхмасăр çитĕннисемпе — хĕрарăмсемпе тата ватăсемпе — пĕр тан тăрăшнă. Выçлăха та, сивве те чăтса ирттернĕ. Çулсем иртнĕ май та вĕсен хастарлăхĕ иксĕлмен, пурнăçăн тĕрлĕ сферинче çамрăк ăрушăн паян та эталон пулса тăраççĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ытти яваплă должноçри ĕçченсем тыл паттăрĕсен пысăк йышне саламлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Леонард Васильевич иртнĕ кунсенче Елчĕк, Патреккел ялĕсенчи хăш-пĕр ватăсем патĕнче пулнă. Вĕсене вăрçă тата мирлĕ тапхăрсенчи хастар ĕçшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.
Петр Никифорович Чернов. 1929 çулта Вырăскасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вăл тăрăшнипе Елчĕкри вăтам шкул Чăваш Енри малти вĕренỹ учрежденийĕсен йышне кĕнĕ. Кунта вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене анлă çул панă. Çут ĕç аксакалĕн пултарулăхне «СССР халăх учителĕ» хисеплĕ ят парса хакланă.

Антонина Васильевна Миллина. Кăçалхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче 99 çул тултарать. Ĕнел ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер вăрçă хыççăн «Пахарь» колхозра вăй хунă. 1948 çултан пуçласа 2000 çулччен вăл Елчĕк районĕн прокуратури тата халăх сучĕн секретарĕнче тимленĕ. Ĕçпе тыл ветеранĕ хальхи вăхăтра Борис ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Зинаида Аркадьевна Петрова. Патреккел ялĕнчен. 1932 çулта колхозниксен кил-йышĕнче кун çути курнă. Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçленĕ тапхăрта «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, Илья Егоровичпа, пурнăç çулĕпе 65 çул пĕрле утнă, Патреккел халăх хорĕнче те юрланă.
Медале тивĕçнисене çавăн пекех Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Юрий Блинов, халăх хорĕн членĕсем тата çамрăк армеецсем саламланă.

