Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Канлĕ ватлăх сунар

Канлĕ ватлăх сунар

Тыл ĕçченĕ Минадора Маркова çак кунсенче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн аллинчен «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» медале илме тивĕç пулчĕ.

Вăл Исемпел ялĕнче çуралнă. Çав çулсенчи ытти чылай ачасем пекех телейлĕ ачалăх курман Минадора Пантелеймоновна. Çамрăкран выçлăха, сивве, нушана тỹссе ирттерни унăн ырă та ăшă кăмăлне хытарайман. Пĕлмен ĕçĕ те çук хĕрарăмăн. Пĕчĕкренех пир тĕртсе çĕвĕ машинипе хăйне валли кĕпе çĕлесе тăхăнма пултарнăскер ачисене те сахал март тумтир çĕлесе, çыхса панă. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра, фермăра ĕçлесе ирттернĕ.

— Тавах аннене пире — 6 ачине — çуратса пăхса ỹстернĕшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн. Эпир хамăрăн аннепе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, вăл малашне те чылай çул пире ăс парса пурăнасса шанса тăратпăр, — тет Лида хĕрĕ амăшĕ пирки.

Тыл ветеранне сывлăх та канлĕ ватлăх сунар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code