Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем — районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ самай вăйлă аталаннă вăхăт. Шăпах çав çулсенче кунта ĕçлекенсен ырлăхĕшĕн тăрăшса кирпĕчрен купаланă çĕнĕ çуртсем хута ячĕç. Предприятире ĕçлекен рабочисем çĕнĕ хваттерсенче пурăнма тытăнчĕç.

Çав вăхăтрах СТО (А) — автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен пулăшу паракан станци, СТО (МЖФ) — колхозсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене техника енчен, тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарма пулăшакан станципе пĕрле линипе монтаж участокĕ, автопарк та аталанса вăй илсе пычĕç.
Предприятин юсав мастерскойĕ тракторсемпе комбайнсем çине лартса ĕçлеттерекен çĕнĕ йышши СМД-14 Н, СМД-18 КН маркăллă двигательсене юсама пултаракан çĕнĕ технологи çине куçса пычĕ. Мĕншĕн тесен Д-54 А маркăллă двигательсене, вĕсем кивелсе пынине шута илсе, заводсенче туса кăларассине чакарса пычĕç.
Предприяти çумĕнчи «Чебурашка» ясли-садра вăй хуракансем те хăйсен кулленхи ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене алла илчĕç. Çулталăкра пулса иртекен тĕрлĕ уявсенче пĕчĕк ачасен пултарулăхне ашшĕ-амăшĕ умĕнче кăтартса пама тăрăшатчĕç.
Çав çулсенче Галина Трофимовна Московская музыкант (шел пулин те вăл нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ) пианинăпа кĕвĕ калама тытăнсанах ачасем кĕвĕ çеммипе пуçĕсемпе унталла та кунталла сулкалашма тытăнни халĕ те куç умĕнчен каймасть. Ясли-сад заведующийĕпе воспитательсем, ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе паллă уявсен вăхăтĕнчи самантсене çав çулсенче эпĕ нумай хутчен фотоаппаратпа ỹкерсе илнĕ.
1980 çулсенче Мартăн 8-мĕшĕнче ясли-садра ỹкернĕ сăн ỹкерчĕке вулакансене кăтартас кăмăл çуралчĕ. Çак ỹкерчĕкри ачасем халĕ хăйсем те пурте ашшĕ-амăшĕ ĕнтĕ.
В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

