Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах Елчĕк округĕн «Тухăçлă регион» проекчĕ мĕнле пурнăçланнине, кăçал хутшăнмалли пĕлтерĕшлĕ проектсене тишкерчĕç. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси тата унпа тĕллевлĕ усă курнине сăнаса тăрасси те — тĕп задача. Ку енĕпе кăçал мартăн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ улшăнусем те тимлĕхре пулчĕç.
Çур кунĕсем çитнĕ май субботниксем йĕркелес ыйту мала тухса тăрать.
— Хамăр пурăнакан, ĕçлекен çуртсен таврашĕсене тирпей-илем кĕртесси — тĕп тивĕç. Çак ырă йăла халăха пĕрлештерсе усăллă ĕç тума, çут çанталăкшăн, тăван тавралăхшăн тăрăшма хистенине асра тытса территорисене тасалăх кĕртер, — палăртрĕ Леонард Левый.

