Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшакана ăнăçать

Тăрăшакана ăнăçать

«Туманов» хушамат Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те анлă сарăлнă теме çук. Ун пекки тĕл пулсан та вăл Çĕнĕ Эйпеç ялĕпе çыхăнма пултарнă. Кунтисем вара çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче тĕпленнĕ.

Альберт Тимофеевичпа Евгения Тимофеевна Тумановсен кил-йышĕнченех ултă ачаран 5 ывăл тухнă. Аслисем хăйсен пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра — амăшĕ колхозницăра, ашшĕ строительте, каярахра склад заведующийĕнче ирттернĕ. Альберт тете «Слава» колхозри ДОСААФăн пуçламăш организацине те ертсе пынă. Пăшалтан лайăх пенĕ. Вăл волейболла выляссине ăнăçлă ертсе пынă, хальхи Лаш Таяпа территори пайне кĕрекен ялсен командисем хушшинче тăтăшах малти пулнă. Иккĕшĕн те ĕçри хастарлăхшăн тивĕçнĕ «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсем пур. Çемье пуçне «Ĕçре палăрнăшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальпе те чысланă.

Воспитани ĕçĕнче сăмах вăйĕ черченкĕрех, ачасем ашшĕ-амăшĕнчен курса вĕренни пахарах, çирĕпрех. Тумановсем те тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен хăйсен ĕçри, хутшăнусенчи ырă тĕслĕхĕсемпе витĕм кỹрсе, хавхалантарса пынă. Шел те, Альберт Тимофеевич 2005 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, çулталăк пуçламăшĕнче 91 çул тултарнă Евгень аппа пĕчченех тытса пырать паян кил вучахне. Ялтах тĕпленнĕ Сергейпа Александр çемйисем яланах пулăшаççĕ ăна.

Тумановсен чи асли — Юрий, 1959 çулта çут тĕнчене килнĕ. Кĕçĕннисемшĕн вăл та тĕрлĕ енĕпе тĕслĕх илмелĕх. Тăрăшулăхне, çивĕч ăс-тăнне курах пулĕ ĕç карьерин картлашкипе те вĕсенчен çỹлерех хăпарнă. Ялти пуçламăш шкула ура ярса пусичченех вулама-çырма пĕлнĕскер хăйне вĕренỹ ишевĕнче çăмăл та ирĕклĕ туйнă вăл. Лаш Таяпари вăтам шкула куçсан йышлă вĕренекенсен хушшинче те çухалса кайман. Педагогсем те анлă тавра курăмлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă ачасене асăрхама, вĕсене малалла аталантарма пĕлеççех çав. Юра паян хăйне вĕрентнĕ учительсене кăмăлтан аса илет, тав тăвать. Хăйне пысăк хисеп тунине те палăртрĕ: 1972 çулта ăна Пĕтĕм Союзри пионерсен «Артек» лагерьне канма янă. Районтан пĕр-пĕччен! Унта кашнинех яман. «Ку маншăн халĕ те пысăк награда», — тет вăл савăнăçне пытармасăр.

Шкул ертỹлĕхĕ ачан вĕренỹри талпăнăвне шута илсе 7-мĕш класс хыççăн Шупашкарти физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекен 2-мĕш номерлĕ шкул-интерната вĕренме яраççĕ. Паллах, экзаменсем тытса кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн 1976 çулта Мускаври Ленин тата Октябрьти революци орденĕсемлĕ энергетика институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Пилĕк çултан инженер-механик дипломне алла илнĕ. Унти çар кафедринчех «Самолеты и двигатели» çарпа учет сĕтелĕн специальноçĕпе пуянланать, лейтенант пулса тăрать. Анчах çакă ăна салтак пăтти çиессинчен хăтармасть: 2 çул Туркестан çар округĕнчи Сывлăш çар вăйĕсенче службăра тăрать: самолет техникĕ.

Çар службине вĕçлесен 1984 çулта Юрий Туманова СССР Энергетика тата электрификаци министерствин направленийĕпе «Чувашэнерго» управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ ТЭЦне янă. Кунта вăл 2000 çулччен тĕрлĕ должноçра — турбинăсемпе ĕçлекен операторта, производствăпа техника пайĕн начальникĕн заместителĕнче, пуçлăхĕнче, Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦăн «Марий Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн эксплуатацин тĕп инженерĕн çумĕнче, ăшă техникин службин ертỹçинче вăй хунă.

— Пире «чăваш энергетикине çĕклемелле» тесе Мускавран 3 çынна ячĕç, — ĕç биографине пуçланă тапхăра аса илет Юрий. — Манпа пĕрле юлташсем — Тĕмерти Михаил Ивановпа Аслă Пăла Тимешри Владимир Самаков та. Шел, пĕрремĕшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Юрий Альбертович производствăран уйрăлмасăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профильлĕ факультечĕн ăшă энергетикин установкисен кафедринче преподавательте тăрăшать. 2020 çулхи авăн уйăхĕнчен вара вăл унта штатра тăракан сотрудник: асăннă кафедрăн вĕренỹ лабораторийĕн заведующийĕ.

Кашни производственника шанаççĕ-и-ха аслă шкулти вĕрентỹ ĕçне? Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ (1996 ç.) студент çулĕсенче те, ун хыççăн та ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хастар хутшăннă, хăйсен отраслĕпе çыхăннă ыйтусене çивĕч çĕкленĕ, ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе сĕнỹсем панă. Кафедра заведующийĕпе, техника наукисен докторĕпе Владимир Афанасьев профессорпа нумай вĕренỹ пособийĕ кăларнă, ăслăлăхпа техника журналĕсенче статьясем пичетленĕ. Юрий Альбертовича энергетикăпа электрификацин Раççейри акционерсен «ЕЭС России» обществин, ЧР промышленность тата энергетика министерствин, Шупашкарти Калинин район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. 2016 çулта унăн сăн ỹкерчĕкне тĕп хулари ТЭЦăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Çывăх юлташăмпа, Тăрăм шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ, халĕ техника наукисен кандидачĕпе Владимир Козловпа тĕл пулнă май, пĕрре çапла Юрий Туманов çине «сиксе тухрăмăр».

— Юрăпа математика шкулĕнче 3 çул пĕрле вĕреннĕ эпĕ, — терĕ Владимир Никитич. — Питĕ тăрăшуллăччĕ. Обществăлла ĕçсенче те пĕрмаях ăна кураттăм. Кросра ăна çĕнтерекен пулман, эпĕ вара йĕлтĕрпе вăйлăрахчĕ. Мускавра та юнашар пултăмăр: вăл энергетика институтĕнче, эпĕ Н.Э.Бауман ячĕллĕ техника университетĕнче вĕрентĕм. Эпир халĕ те çыхăнсах тăратпăр.

Юрăн мăшăрĕ, Галина Алексеевна, Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр комбинатĕнче формовщицăра, кайран 2-мĕш ТЭЦра аппаратчицăра вăй хунă. Вĕсен ывăлпа хĕр, 4 мăнук.

Ывăлĕ — Дмитрий — ашшĕн ĕç çулĕ çинех тăнă: Чăваш патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен 2-мĕш ТЭЦра ĕçлеме пуçланă. Салтак служби хыççăн та унтах таврăннă. Юлашки икĕ çулта «Новочебоксарский» теплица комплексĕн тĕп инженерĕ вăл.

Хĕрĕ, Инна, аякри Липецкра тĕпленнĕ. Хăй ĕçĕпе, потребительсен пулăшăвĕн тытăмĕнче, тимлет.

…Юрий Туманов — тарават, сăпайлă, уçă çын. Çак пахалăхсем ăна унăн тăрăшулăхĕпе пĕтĕçсе ăнăçу çулĕпе илсе пыраççĕ те.

Николай МАЛЫШКИН.
Çĕнĕ Эйпеç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code