Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕрентекен пулмах çуралнă

Вĕрентекен пулмах çуралнă

Аслă Елчĕкри педагогика ĕçĕн ветеранне Зинаида Горшковăна пĕр çул мар пĕлетĕп, анчах куçа-куçăн тĕл пулса ирĕклĕн сăмахлама май килмен. Халĕ, ав, сăлтавĕ те тупăнчĕ: çывăх кунсенче вăл 75 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илет.

Зинаида Ильинична ăш пиллĕ хĕрарăм пулни малтанах курăнчĕ. Пуплевĕ уçă, йăл кулăвĕ килĕшỹллĕ. Сăмаха ытлашши сапалама та юратмасть. Çỹçĕ тахçанах кĕмĕлленнĕ унăн, çапах та тупсăмне тĕпчес тĕллев тытмарăм. Ахăртнех çакă аслă ывăлĕ 15 çултах юн чирне (лейкеми) кайса çĕре кĕнипе те çыхăннă-тăр.

Зинаида Мисяковсен йăхĕнчен. Çывăх çыннисем иккĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ашшĕ, Илья Христофорович, хĕрĕ 4 çул тултарсан пурнăçран уйрăлнă. 31 çулта кăна пулнă вăл ун чухне. Колхозра тĕрлĕ ĕçре тимленĕскер тарласа шăннă та пулĕ, пневмонинчен хăтăлайман вара. Çавна май унăн фронтри çул-йĕрĕ çемье историне çырăнайман. Амăшĕ — Анна Павловна (1921-2009) — 4 класлă пĕлỹ илнĕ. Вăрçа илсе кайсан «7 класс» тесе çырса хунă, тет. Каялла ярас темен пулĕ. Вăл Иваново облаçĕнчи «Катюша» реактивлă установка туса кăларакан завода сыхланă.

— Анне Владимир Путин çырăвне илсен вулатчĕ те, куççульне кăларатчĕ вара, — çывăх çынни çинчен пĕлтерет Зинаида Ильинична. — «Пире манманшăн Турă пил патăр ăна», — тетчĕ. Вăл 30 çул ялти шкулта тирпейлỹçĕре ĕçлерĕ.

Горшковсем хăтлă çуртра иккĕн кăна халĕ. Николай Михайлович хăйĕн ĕмĕрне районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕпе çыхăнтарнă — экономист. Вăл та халăх хушшинче сумлăхра. Вĕсен Александр ывăлĕ — экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине, Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта таможня службинче тăрăшать.

Хĕрĕ — Алина — Чăваш Енри Росреестр кадастр палатин ертсе пыракан экономисчĕ. Чăннипех шут ĕçченĕсен династийĕ!

Кил хуçисем ачисемпе мăнукĕсем килсен пушшех телейлĕ, кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕ ун пек чухне çĕнĕ вăй-хăват хушать. Виççĕн мăнукĕсем. Асли 19 çулта. Çавна май ватăсем вăхăт иртнĕçем кĕçĕн мăнуксемпе киленес саманта та кĕтсе илесшĕн…

— Зинаида Ильинична, эсир пĕтĕм пурнăçăра ачасене вĕрентессипе, воспитани парассипе çыхăнтарнă. Çак çул çине тăрасси хăçан çуралнă сирĕн?

— 5-8-мĕш классенче пирĕн ертỹçĕ Венера Петровна Кассироваччĕ. Мана вăл çывăхчĕ, пĕр-пĕрин патне туртăм пулнă. Эпĕ ăна ялан сăнаттăм. Вăл мĕнле калаçнине, тыткаланине, ачасемпе хутшăннине халĕ те час-часах куç умне кăларатăп.

Шкул пĕтериччен мана экономиста вĕренме сĕнекенсем те пулчĕç, çапах та эпĕ хам ĕмĕтленнинчен чакмарăм. Пединститута вĕренме кĕриччен икĕ çул «продленкăра» ĕçлерĕм-ха. Çак практика пулăшу кăна пулчĕ. Пирваях заочно вĕрентĕм. Çуркунне физикăпа экзаменра «5» паллă илсен кăнтăрлахи уйрăма куçарчĕç.

— Шкул теми патне таврăнăпăр-ха… Ачалăхран юлнă манăçми самантсем кирек камăн та пурах.

— Çапла, çавсемпе «киленетĕн» тепĕр чухне. 5-8-мĕш классем хушшинче çулла ĕçпе кану лагерĕ йĕркелерĕç. Эпир, 18-ăн, пĕр эрне киле каймасăр шкулта пултăмăр. Ирхине горн сассипе тăратăн та, ялав çĕклетĕн, зарядка тăватăн. Виçĕ хутчен апат çитернĕ. Колхоз уйне ĕçлеме, кỹлле шыва кĕме çỹренĕ. Тепĕр эрнинче иккĕмĕш ушкăн каннă лагерьте.

— Эсир пĕр коллективра — Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 35 çул директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, физикăпа математика учителĕ пулса тăрăшнă.

— 1973 çулта ĕçлеме пуçларăм. Шкул кĕрлесе тăратчĕ. 9-мĕш класс кăна виççĕччĕ, пĕр класĕнче вара 46 ача! Çавăнпа ĕçĕн вĕçĕ çук пек туйăнатчĕ малтан. Каçхине 5-6 сехетсĕр киле таврăнайман та.

Хуть те мĕнле ĕçре те кăтарту пулмалла, пĕр вырăнта тапăртатса тăмалла мар. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем математика тата физика предмечĕсемпе регион шайĕнчи олимпиадăсенче те палăрнă. Вĕсем: Галина Чернова (Адюкова), Сергей Петрович Горшков, Дмитрий Бобин, Сергей Петрович Петрянкин.

Ачасемпе класс, шкул тулашĕнче ирттернĕ мероприятисен шучĕ пулман та пулĕ. Çулсерен союзлă республикăсен туслăхне халалласа «Созвездие 15 сестер» фестиваль ирттереттĕмĕр. Унта кашни класс уйрăм халăхăн сăввипе, юрри-ташшипе, тумĕпе паллаштарнă. Интернационалла туслăх клубĕн членĕсем Германири тантăшĕсемпе çыру çỹретнĕ.

Ĕç вăл воспитанин пĕтĕм направленине никĕслет. Вĕренекенсем тимĕр-тăмăр, хут-хăмăр пуçтарас акцисенче ăмăртнă, колхоз уйĕсене пулăхлатма килсерен йывăç кĕлĕ, чăх-чĕп каяшĕ пуçтарнă. Кашни класс хуçалăхăн хăйсене уйăрса панă чĕкĕнтĕр пуссинче ĕçленĕ, унсăр пуçне амăшĕсене те пайсăр хăварман — ачасен унта та пилĕк авма тивнĕ. Хăмла татасси тата…

— Зинаида Ильинична, сирĕн çинчен Елчĕк районĕн энциклопедийĕнче те кĕскен вуласа пĕлме пулать. Эсир — халăх çут ĕç отличникĕ, 2006 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. 1976 çулта ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Лучшему учителю-комсомольцу» паллăна тивĕçни уйрăмах кăсăклану çуратрĕ, мĕншĕн тесен ăна районта нумай çынна паман.

— Вăл çулхине çемье çавăрнă эпир. Туй вăхăтĕнче ВЛКСМ райкомĕн I секретарĕ Светлана Игнатьева значокне киле килсех пачĕ. Тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та вара.

Аслă Çĕнтерỹ 30 çул тултарнă май республикăри чи маттур 28 ачана Мускава экскурсие ячĕç. Пирĕн тăрăхран — Ольга Семенова. Хăш шкултан пулнине астумастăп халĕ. Икĕ ертỹçĕрен пĕрне мана суйласа илнĕ. Çакă та маншăн пысăк награда. Икĕ кун хушшинче мавзолейпа, СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен музейĕпе, хулари ытти паллă вырăнпа паллашрăмăр.

1990 çулта партин облаçри конференцине делегат пулса хутшăнни те — пысăк чыс.

— Шкул пурнăçĕ: эсир ĕçленĕ çулсем тата хальхи тапхăр. Мĕнле уйрăмлăхсем куратăр?

— Паян ачасем урăх, ĕçĕ çавах. Унччен воспитани тĕллевĕ те урăхларах пулнă. Халĕ шкулта ачасене вăл-ку ĕçе явăçтарма те юрать, те юрамасть — хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен сăмах лекме пултарать.

Пĕр енчен паянхи учительсене шеллетĕп те эпĕ. Вĕсене хут ăшне «путарнăн» туйăнать. Çакă вара ачасемпе «чĕррĕн» хутшăнассине те чакарать.

Эпир агитациллĕ-массăллă ĕçсене те, концерт-спектакльсене те тăтăшах хутшăннă. Нумай çул профкома ертсе пытăм. Халĕ вĕренỹ эрнине пилĕк куна хăварнă та, шкула ытти ялтан çỹрекенĕн секци-кружок шухăшĕ пур-ши? Учителе те чăрмав кỹрет пулĕ ку.

…Çак йĕркесене çырнă май Зинаида Ильинична патĕнче пĕлỹ пухнисемпе пĕчĕк кăна ыйтăм йĕркелерĕм. Вĕсен хуравĕсене шута илсен, халăхри пек калашле, орден памалла ăна: «тĕлĕнмелле лайăх учитель», «кăшкăрса мар, вăрçса та курман», «çав тери ырă», «тăрăшса вĕрентетчĕ», «хисеплĕ çын»…

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code