Шупашкарти Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă вулавăшра сусăрсем кĕнекепе паллашма та, вăхăта кăсăклă ирттерме те пултараççĕ.
Нумаях пулмасть кунта «Круст 42 Slim» информаци терминалĕн презентацийĕ иртнĕ. Мероприятие куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕн членĕсем тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн студенчĕсем хутшăннă.
«Круст 42 Slim» — сенсор экранлă хальхи терминал. Унпа усă курса куç курманнисем тата япăх куракансем электрон каталогпа, мероприятисен афишипе, литературăри çĕнĕлĕхсемпе тата Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсемпе паллашма пултараççĕ. Ятарлă пускăч вара библиотекерьпе çыхăнма май парать.

