Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Карапсене вĕçтерес ĕçсене хутшăннă

Карапсене вĕçтерес ĕçсене хутшăннă

Хамăн пурнăçăмра эпĕ Тăван çĕршыва, тăван халăха чунтан парăннă çынсене сахал мар курнă. Вĕсем таçта аякра та пурăнмаççĕ. Пирĕнпе пĕрле кун кунлаççĕ, хăйсем те савăнаççĕ, тăван-пĕлĕшĕсене, тус-юлташĕсене те кунсеренех хĕвел пек çиçсе ырă туйăмсем парнелеççĕ. Уйрăмах çакă Аслă Çĕнтерỹ юбилейне кĕтсе илнĕ тапхăрта уçăмлăн палăрать.

«Елчĕк ен» хаçатăн вулаканĕсене хамăн çывăх юлташăмпа — Алексей Грибовпа — паллаштарасшăн. Эпир унпа 1972 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан пĕрле вĕренсе тухрăмăр. Алексей Аслă Шăхаль ялĕнче ỹссе çитĕннĕ. Ашшĕ, Анатолий Григорьевич, Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ, нумай медале тивĕçнĕ. Фронтран таврăнсан пенсие тухичченех тăван тăрăхра ял хуçалăхĕпе çыхăннă финанс тытăмĕнче ырми-канми тăрăшнă. Амăшĕ — Анна Ивановна — медицина ĕçченĕ, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пархатарлăх кăтартнă. Вĕсен çемйинче Алексейпе Леонид ывăлсем, Фаина хĕрĕ мĕн ачаранах тăванлăха хаклама, юратма вĕреннĕ. Кĕскен каласан, Грибовсем Аслă Шăхальте ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.

Совет Çарĕн салтакĕн тивĕçне Алексей тĕнчипех паллă, халĕ Казахстан çĕршывне кĕрекен Байконурта чыслăн пурнăçланă. Взвод командирĕн çумĕ А.Грибов сержант 2 çул хушши «Союз-Аполлон» программăпа килĕшỹллĕн космос карапĕсене вĕçтерсе ярассипе çыхăннă ĕçсене хутшăннă.

1977 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа Алексей Анатольевич хăйĕн пĕтĕм пурнăçне маларах СССР Патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕн, каярахпа Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. Подполковникăн çак ĕçри пĕтĕмĕшле стажĕ 31 çул та 10 уйăхпа танлашать. Служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшан ăна «За службу в контрразведке» паллăпа тата сумлă медальсемпе чысланă.

Чекистсен нумай енлĕ йывăр та вăрттăн ĕçне çутатса пама та юрамасть. «Курăнман фронтăн хастарĕсем» тени те çителĕклĕ. Тĕпрен илсен, РФ Конституци прависене сыхлассипе, терроризма хирĕç кĕрешессипе çыхăннă вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ. 1991 çулта Киевра командировкăра пулнăскер, Майданри хирĕç тăру митингĕсенче хĕрỹ лару-тăрăва лăплантарас ĕçе хутшăннă вăл. Çавăнпа çапла каламалли çеç юлать: канлĕ пурнăçа чекистсем тĕлĕкре кăна кураççĕ.

Юлташăм халĕ, тивĕçлĕ канура пулин те, пурпĕрех канăç мĕнне пĕлмест. Савнă мăшăрĕпе, Тамарăпа, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем, виçĕ мăнукпа киленсе пурăнаççĕ. Пĕтĕм вăхăтне шкул ачисене, çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе халаллать. Чăваш Енре хăрушсăрлăх органĕсене туса хунăранпа 105 çул тултарнине шута илсе çак ĕçе уйрăмах çỹллĕ шайра ирттермеллине палăртать вăл.

Николай ПОРФИРЬЕВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code