Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи 56-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕн «Хĕлхем» ансамблĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Призвание — Артист!» пултарулăх фестивалĕнче II степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.

