Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕрентекенсем вĕренеççĕ

Вĕрентекенсем вĕренеççĕ

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла отраслĕнче ĕçлекенсен квалификацине ỹстереççĕ.

Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Етĕрне аграри техникумĕсен преподавателĕсемпе производство мастерĕсене «симĕс ылтăн» хунавне лартас, пучах пухса кĕртес, вĕсене упрас тата ытти ĕçсене вĕрентме тытăннă. Вĕрентỹ теори тата практика пайĕсенчен тăрать. Практика университетăн «Студенческий» наука-практика центрĕнче иртет.

Курса хутшăнакансем кăçалхи çуркуннех техникумсен вĕрентỹпе производство лаптăкĕсенче хăмла хунавĕ лартса хăвараççĕ. Çулталăкра вĕсен лаптăкне 100 гектара çитерме палăртнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне реорганизациленĕ хыççăн хăмла производствине ỹстермелли проекта вăл та хутшăнать. Хăмла центрĕн сотрудникĕсем курсра вĕренекенсемпе пĕрле университетăн «симĕс ылтăн» пахчинче практика тухаççĕ. Тĕп тĕллев унта хутшăнакансене хăмла туса илмелли хальхи технологисене алла илме, пĕлĕве практикăра çирĕплетме пулăшасси пулса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code