Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăçа алла илесси нумай сăлтавран килет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — тăпра пулăхлăхĕ.
Вăрлăха çĕр айне хывса хăварнă хыççăн ăна ỹссе аталанма нумай микроэлемент кирлĕ. Хире тислĕк, минераллă удобренисем хывни тăпрана кирлĕ япаласемпе пуянлатма пулăшать. Ỹсен-тăрана ỹссе аталанма тĕрлĕ чир-чĕр, сиенлĕ хурт-кăпшанкă, çум курăк та чăрмав кỹреççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсем вăрлăха акнă чухнех им-çамлаççĕ. Анчах ỹсен-тăран аталаннă тапхăрта пестицидсемпе усă курни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шутне гербицидсемпе инсектицидсем, фунгицидсем кĕреççĕ.
Пестицидсемпе çĕр ĕçĕнче мĕн авалтанах усă курни паллă. Пирĕн эрăчченех ỹсен-тăрана çĕрĕшесрен тата хурт-кăпшанкăран сыхласа маслина (кăнтăрти çимĕç) сĕткенĕпе усă курнă. 19-мĕш ĕмĕр çурринче органикăллă хими аталанма пуçласан ỹсен-тăранран хатĕрлекен им-çам вырăнне синтетикăлла япаласем тума пуçланă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне вара ỹсен-тăран отраслĕнче пестицидсемпе анлăн усă курма пуçланă. Халĕ препаратсен списокĕ улшăнсах тăрать. Хăрушлăх кăларса тăратма пултараканнисемпе усă курмаççĕ. Ялан пĕр пек препаратсене суйласа илни те чылай чухне хăй çимĕçне памасть. Вăл е ку организм вĕсене хăнăхса çитет те, вĕсем усă кỹме пăрахаççĕ. Çĕнĕ йышши препаратсене хатĕрлес ĕç кăткăс. Биопестицидсемпе, урăхла каласан, естествăлла препаратсемпе усă курни те ку чухне пысăк пулăшу кỹрет.
Хальхи вăхăтра пестицидсемпе ĕçлемен ял хуçалăх организацийĕ çук та. Ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли препаратсемпе тата удобренисемпе усă курнине ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă служби тĕрĕслесе тăрать. Препаратсемпе удобренисене хатĕрлесе кăларассине, илсе килессине, вĕсемпе усă курассине йĕркелесе пыма Раççейре «Сатурн» ФГИС федераллă патшалăх информаци программи ĕçлет.
Уй-хирсенче пестицидсемпе усă курни çынсен сывлăхне сиен кỹмесĕр ỹсен-тăрана тухăçлă çитĕнме май парасса шанатпăр.
О.КАРСАКОВ,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕ, агрохимик.

