Пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче неонацистсемпе кĕрешсе пĕрин хыççăн тепри паттăрлăх кăтартаççĕ, çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсене шанатпăр, кĕтетпĕр.

Тĕмер ялĕнчи Александр Воронов ятарлă çар операцине 2022 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе хутшăннă. Маларах — сентябрь вĕçĕнче — алла повестка илсенех тỹрех çар комиссариатне çул тытнă вăл, унтан Ульяновск хулинче 2 уйăха ытла вĕренỹре пулнă.
Таса чунлă, хăюллă каччă шкултан вĕренсе тухсан водитель, повар-кондитер профессийĕсене алла илнĕ. Çар тивĕçне Кемерово облаçĕнче пурнăçланă вăл. Тăван тăрăха таврăнсан пĕлĕвне малалла ỹстерме ăнтăлнă — Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе продукци технологийĕпе обществăлла апатлану йĕркелĕвĕн енĕпе бакалавр квалификацине илнĕ. Каярах «Центр профессионального обучения» ОООра вĕренсе хурçă тата тимĕр-бетон конструкцийĕн монтажникĕн профессине алла илнĕ. Вĕренсе тухсан 2 çула яхăн хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ — çар объекчĕсене тăвас ĕçе хутшăннă.
Александр 1997 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ — Тĕмер ялĕнчи Павел Николаевичпа Ангелина Анатольевна Вороновсем — харсăр та ĕçчен çынсем. Тăватă ывăла кун çути парнеленĕ мăшăр: Николай, Александр, Антон, Роман. Çемье йышлă выльăх-чĕрлĕх тытать, вăкăрĕ те пур, сăвăнакан ĕнесем те сахал мар. Аслисем кĕçĕннисене те мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ.
СВОна хутшăнсан чи малтанхи кунах салтаксене Запорожье облаçне янă. Виçĕ кун посадкăсенче кун кунланă хыççăн вĕсене тĕрлĕ точкăсене илсе çитернĕ. Неонацистсемпе куçа куçăн тĕл пулнă май каччă вăрçă хăрушлăхне çирĕп туйса илнĕ. Тĕрлĕ яла тăшманран хỹтĕленĕ хыççăн вĕсене Днепр шывĕ хĕрринче вырнаçнă лаптăксене хỹтĕлеме шаннă.
— Украина салтакĕсем кашни кун тенĕ пекех юхан шыв урлă пирĕн енне каçма ăнтăлнине шута илсе Раççей салтакĕсен питĕ тимлĕ пулма тивет, — пĕлтерет Александр.
Хальхи вăхăтра салтаксем пĕрер эрне черетленсе малти ретре пулаççĕ. Лару-тăру çăмăл марри паллă, темиçе хут та контузи илнĕ Саша.
Гуманитари пулăшăвĕпе ентешсем вĕсем патĕнче час-час пулнине хыпарлать А.Воронов.
— Хамăр ял халăхне, уйрăмах пулăшупа час-час хĕрỹ тăрăхра пулакан Николай Муллина тата унăн командине, Елчĕк тăрăхĕн мĕн пур халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшушăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эпир кунта, Елчĕксем, чылаййăн: Патреккел ялĕнчен Аркадий Герасимов, Çирĕклĕ Шăхальтен Роман Левый, Аслă Елчĕкрен — Алексей Тябуков… Çав шутра вĕренекенсене тата шкул коллективĕсене, культура ĕçченĕсене пысăк тав. Вĕсем хатĕрлесе паракан окоп çуртисемпе çĕр пỹрте çутатма кăна мар, алă-урана ăшăтма та усă куратпăр. Ачасен çырăвĕсем вара чуна ăшăтаççĕ, вĕсене эпир çумра упратпăр, — тет Александр.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Александрăн камран ырă тĕслĕх илмелли пулнă. Унăн аслашшĕ Николай Егорович Воронов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Ача ăна курман пулсан та унăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса ỹснĕ. 1923 çулта çуралнă Николай Егорович салтак ретне 1943 çулхи августăн 30-мĕшĕнче тăнă — танксене хирĕç кĕрешекен Хĕрлĕ Ялавлă, Катевицки ячĕллĕ 322-мĕш артиллери полкĕн 2-мĕш батарейин аслă шоферĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче икĕ хутчен — 1944 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче йывăр, 1945 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çăмăл — аманнă. Иккĕшĕнче те сывалса çитнĕ хыççăн хăйĕн чаçне таврăннă, артиллери полкĕн батарейине тăшман тупăсенчен персе тăнă, самолетсенчен бомба пăрахнă самантсене пăхмасăр хĕç-пăшал, тупă турттарнă салтак. Николай Воронов гварди сержантне «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Тăван яла таврăннă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухичченех тỹрĕ кăмăлпа колхозра шофер пулса ĕçленĕ вăл. Тепĕр тăванĕ — Александрăн ашшĕн тетĕшĕ Петр Николаевич Воронов Афган вăрçин ветеранĕ пулнă.
Александрăн кăкăрне Жуков тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсем илемлетеççĕ.
Салтакăн амăшĕпе Ангелина Анатольевнăпа та курса калаçма тỹр килчĕ. Çирĕп чунлă хĕрарăм Саша ачаранах хаваслă пулнине палăртать.
— Пĕчĕкренех çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть. Пирĕнпе калаçнă чух ялан уçă кăмăллă, вăрçă йывăрлăхĕ вуçех те палăрмасть унăн сăмахĕсенче, пăшăрхантарасшăн мар, сисетĕп. Яланах çемьери, ялти лару-тăру пирки ыйтса пĕлет. Ĕмĕчĕсем те пысăк, — палăртать вăл ывăлĕ пирки сăмах хускатсан.
Амăшĕн чĕри вутпа çунни паллă. Ачине повестка парсан вăл йывăрланса кайса больницăна лекнĕ, салтака ăсатма та килеймен.
— Мухтав Турра, йăлт йĕркеленсе пырать, — тет А.Воронова.
Кашни салтака Турă упраса тăтăрах, киле ырă-сывă таврăнма пỹртĕрех вĕсене.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: «Ворон» хушма ятпа çỹрекен Александр Воронов.

