Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулăн йĕлтĕр трасси вырăнĕнче округ хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 46-мĕш кросне ирттерсе çуллахи спорт сезонне уçрĕç.

Историрен: Пĕрремĕш ăмăрту 1979 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ. Унăн Положенине пĕр эрне маларах çеç пичетленĕ. Чупу 3 ушкăнра иртессине палăртнă: 8 çул вĕренмелли шкулсем (хĕр ачасем — 300 метр, арçын ачасем — 500 метр, 3-шер участник); вăтам шкулсем (хĕр ачасем — 500 тата 1000 м, арçын ачасем — 1000 тата 3000 м); ĕç коллективĕсем (дистанцисем хальхи пекех).
Кроссменсен кăтартăвĕпе питĕ паллашас килетчĕ, анчах ăмăрту иртни пирки пачах çырман. Хаçат страницисене тишкернĕ май тĕлĕнмерĕм те вара: вăл çулхине спорт хыпарĕсене çутатманпа пĕрех.
1980 çулта йĕркеленине вырăн панă хаçатра. Чупăва 123 çын хутшăннă. Каярахри кроссенче те палăрнă спортсменсенчен пĕри унта — Юрий Сергеев (Хăвăлçырма). Пĕтĕмĕшле илсен Аслă Елчĕк шкулĕнчи Вера Мисякова физкультура учителĕ ертсе пынă ачасем ытларах çĕнтернĕ…
Ăмăрту кунĕ хĕвеллĕ, çав вăхăтрах сулхăнтарах пулчĕ, çапах та вăл чупури çивĕчлĕхе пĕрре те чакармарĕ. Старта тухнисен йышĕ те пĕчĕк мар — 238 атлет. Вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова саламларĕç, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕç.
Спорт уявне чи кĕçĕннисем — 2014 çулта çуралнисем тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем уçрĕç. Кунта 500 метрлă дистанцие чи малтан Елчĕк шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Диана Орлова вĕçлерĕ. Вăл, танлаштарсан, Михаил Миллина 2 çеккунт çеç выляса ячĕ, Александр Пчеловпа пĕр пек вăхăт (1.37) кăтартрĕç. Çакă та кăсăклă: Саша иртнĕ çул та асăннă дистанцире финиша 2-мĕш тата çак вăхăтпах çитнĕ.
2011-2013 çулсенче çуралнă хĕр ачасем кросра чи йышлисем пулчĕç — 66-н. Вĕсен те парăнтармалли хушă — çур километр. Ăна çĕнтерỹпе вĕçлекенĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ульяна Васильева пулчĕ. Иккĕмĕш призер та унтанах: Ульянăн пĕр класри тантăшĕ Анна Смирнова. Çавна май физкультура учителĕн Олег Осиповăн тăрăшулăхне те палăртса хăварас килет. Унăн вĕренекенĕсем тата икĕ ушкăнра та 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хитре те çăмăл чупу вĕсен — пăхса тăма кăмăллă.
Хăш-пĕр ỹсĕмри спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура пĕр-пĕринпе çулталăк тăршшĕпе тупăшаççĕ. Уйрăмах Самира Сабитовăпа Софья Афанасьева хушшинчи конкуренци вăйлă. Аслă Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен чемпионка пулсан, çăмăл атлетикăра вара Самира малта. Хальхинче те çаплах. Иртнĕ çул та финиша çак йĕркепех кĕнĕ вĕсем.
Тепĕр пĕрпеклĕхе та палăртни вырăнлă. Икĕ çухрăма 2007-2009 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Анастасия Тихонова (Кушкă) мала тухрĕ. Курнавăшри Татьяна Васильева — 2-мĕш. Пĕлтĕр 1000 метра чупассипе те çапла çырăннă вĕсем протокола.
Лаш Таяпари Егор Мустаева хаçат кросĕн чăн-чăн паттăрĕ тесен те йăнăш мар. 11 класра пĕлỹ илекен каччă кăçалхипе пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине 4-мĕш хут хăпарчĕ! Кунашкалли сайра пулать.
40 çула çитичченхи арçынсем хушшинче Иван Головинпа Алексей Тихонов пĕр-пĕринпе тупăшнине эпир курма хăнăхнă-ха. Çичĕ атлетран Патреккелĕнчи Геннадий Петров вĕсемшĕн конкурент пулĕ тесе, тен, никам та шутламан. Вăл вара дистанцин икĕ çаврăмĕнче те пĕр хăвăртлăхпа чупрĕ, 40 метр юлсан пепкине алла илсе финиша мăнаçлăн тухрĕ. СВО паттăрĕ, куратпăр, спортра та ырă тĕслĕх.
Кăçал 5-7 ушкăнсенче 14 (пĕлтĕр — 13) команда йышĕнче пĕтĕмпе 57 атлет вăй виçрĕ. Пилĕк территори пайĕ (ред.: протоколта паллă) ăмăртăва тĕллевлĕ хатĕрленни курăнать. Ыттисен пĕрер-икшер çын, Аслă Елчĕксен вара — никам та. Пуçлăхсем хăйсем, Лариса Ильина (Кĕçĕн Таяпа), Сергей Павлов (Лаш Таяпа), тĕслĕх кăтартни те питĕ паха. Округ администрацийĕн пайĕсен, тĕп больницăн, Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсем те маттур.
Аслă ỹсĕмри спорт ветеранĕсем кросра 8-мĕш ушкăн йĕркелеме ыйтнине шута илсе çакна пĕлтеретпĕр: çитес çултан 55 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсене, 65 çулти тата унтан аслăрах арçынсене те кĕтетпĕр ăмăртура.
Кроса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн физкультура учителĕсемпе тренерсене чĕререн тав тăватпăр, малашлăхра ăнăçу сунатпăр.
Мала тухнисем:
1 ушкăн (2014 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем). 500 метр. 1. Диана Орлова (Елчĕк) — 1.37. 2. Алиса Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.41. 3. Валерия Фадеева (Лаш Таяпа) — 1.44; 1. Михаил Миллин (Елчĕк) — 1.35. 2. Александр Пчелов (Курнавăш) — 1.37. 3. Павел Малов (Кушкă) — 1.40.
2 ушкăн (2011-2013 ç. çур. хĕр ачасем). 500 м. 1. Ульяна Васильева — 1.34. 2. Анна Смирнова (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.38. 3. Валерия Соловьева (Патреккел) — 1.39. Арçын ачасем. 1000 м. 1. Артем Перепелкин — 3.10. 2. Роман Васильев (Çирĕклĕ Шăхаль) — 3.24. 3. Николай Васильев (Лаш Таяпа) — 3.27.
3 ушкăн (2009-2010 ç. çур. хĕр ачасем). 1000 м. 1. Самира Сабитова (Лаш Таяпа) — 3.26. 2. Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк) — 3.38. 3. Дарья Чернова (Елчĕк) — 3.50. Арçын ачасем. 2000 м. 1. Никита Жуков — 6.37. 2. Роман Алексеев (Çирĕклĕ Шăхаль) — 6.46. 3. Павел Чернов (Елчĕк) — 6.50.
4 ушкăн (2007-2009 ç. çур. хĕрсем). 2000 м. 1. Анастасия Тихонова (Кушкă) — 8.46. 2. Татьяна Васильева (Курнавăш) — 8.59. 3. Александра Паулина (Елчĕк) — 9.10. Яшсем. 3000 м. 1. Егор Мустаев (Лаш Таяпа) — 10.27. 2. Константин Капсулов (Аслă Елчĕк) — 10.41. 3. Андрей Егоров (Курнавăш) — 11.03.
5 ушкăн. 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Светлана Федорова (Кĕçĕн Шăхаль). 2. Ирина Плотникова (Патреккел). 3. Татьяна Калдырмина (Кĕçĕн Таяпа). 40 çула çитичченхи арçынсем. 2000 м. 1. Геннадий Петров (Патреккел). 2. Иван Головин (Кĕçĕн Таяпа). 3. Алексей Тихонов (Тăрăм).
6 ушкăн. 35-45 çула çитичченхи хĕрарăмсем. 500 м. 1. Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа). 2. Ирина Галкина (Тỹскел). 3. Анна Иванова (Аслă Шăхаль). 40-55 çула çитичченхи арçынсем. 1000 м. 1. Александр Лаврентьев (Шупашкар). 2. Василий Абдулкин (Лаш Таяпа). 3. Валерий Архипов (Елчĕк).
7 ушкăн. 45 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем. 500 м. 1. Лариса Гладкова (Курнавăш). 2. Алина Яковлева (Социаллă хỹтлĕх центрĕ). 3. Надежда Головина (Кĕçĕн Таяпа). 55 çулти тата унтан аслăрах арçынсем. 500 м. 1. Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. Валерий Медведев (Аслă Таяпа). 3. Валерий Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль).
Командăсем. Пĕрремĕш ушкăнра: 1. Елчĕк. 2. Çирĕклĕ Шăхаль. 3. Кушкă. 4. Çĕнĕ Пăва. 5. Курнавăш. 6. Патреккел. 7. Лаш Таяпа. 8. Аслă Елчĕк.
Иккĕмĕш ушкăнра: 1. Çирĕклĕ Шăхаль. 2. Лаш Таяпа. 3. Елчĕк. 4. Патреккел. 5. Курнавăш. 6. Аслă Елчĕк. 7.Кушкă. 8.Çĕнĕ Пăва.
Виççĕмĕш ушкăнра: 1. Çирĕклĕ Шăхаль. 2. Елчĕк. 3. Патреккел. 4.Лаш Таяпа. 5. Аслă Елчĕк. 6. Çĕнĕ Пăва. 7. Кушкă. 8. Курнавăш.
Тăваттăмĕш ушкăнра: 1. Курнавăш. 2. Елчĕк. 3. Аслă Елчĕк. 4. Лаш Таяпа. 5. Кушкă. 6. Çĕнĕ Пăва.
5-7 ушкăнсенче: 1. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ. 2. Елчĕк. 3. Аслă Таяпа. 4. Лаш Таяпа. 5. Курнавăш. 6. Елчĕкри тĕп больница. 7. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр. 8. Елчĕк округĕн администрацийĕ. 9-10. Аслă Пăла Тимеш, «Солнышко» ача сачĕ. 11-12. Тăрăм. Çирĕклĕ Шăхаль. 13. Округ администрацийĕн финанс пайĕ. 14.Округ администрацийĕн экономика пайĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

