Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш учитель

Пĕрремĕш учитель

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 14-мĕш номерте.

Çемьере те пысăк улшăнусем пулса иртнĕ — 1923 çулта Витя, 1925 çулта Олимпий ывăлĕсем çут тĕнчене килнĕ. Совет Союзĕнче хут пĕлменлĕхе пĕтерес тапхăр пуçлансан çынсене хут ĕçне вĕрентме учительсемсĕр пуçне анлă пĕлỹллĕ ытти çынсене те хутăштарнă. Алексей Сазонова ятарлă пĕлỹ илменнине пăхмасăрах 1926 çулта Чăваш Республикинчи çутĕç комиссариачĕ Красноярск крайĕнчи Жеблохтино ялĕнчи пуçламăш шкула учитель тата шкул заведующийĕ пулма направлени панă. Вăл Çĕпĕрте ачасене виçĕ çул вĕрентнĕ. 1929 çулта тăван çĕре таврăнсан Тип Тимешри пуçламăш шкул заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. 1930-1932 çулсенче Çирĕклĕ Шăхальти, 1932-1937 çулсенче Хăвăлçырмари пуçламăш шкулсенче учитель тата заведующи пулса ĕçленĕ.

1937 çулта Елчĕк районĕн ĕç тăвакан комитечĕн çутĕç пайĕ Алексей Сазонова хальхинче Кỹлпуç ялĕнчи пуçламăш шкулта учитель тата шкул заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Çав çулах вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, 1940 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче алла аттестат илнĕ.

Ку вăхăт тĕлне çемье 5 çынран тытăнса тăнă. Упăшкипе арăмĕ Кỹлпуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. Вĕсен аслă хĕрĕ Валентина та Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературин урокĕсене ертсе пынă, Олимпий ывăлĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ, кĕçĕнни — Алексей, 1930 çулта çуралнăскер, Хăвăлçырмари 7 çул вĕренмелли шкула çỹренĕ. Витя ывăлĕпе Зоя хĕр ачи йывăр чире пула ача çулĕсенчех пурнăçран уйрăлса кайнă.

Совет Союзĕн экономики иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçнелле питĕ хăвăрт аталанса пынă. Ялсенче колхозсен тупăшĕ çултан-çул ỹссе пыни колхозниксене ĕç кунĕсемшĕн тивĕçекен тырра тата ытти ял хуçалăх продукчĕсен нормисене ỹстерсе саплаштарма май панă. Ял халăхĕ çурт-йĕрне çĕнетме тытăннă, çапла майпа ял сăн-сăпачĕ хитреленсе пынă. Анчах 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи хăйĕн Хĕвеланăçĕнчи хỹрешкисемпе пĕрле Совет Союзĕнчи мирлĕ пурнăçа татса вилĕм сапма тытăнни малашлăх аталанăва чарса лартнă. Çĕршывра мобилизаци пуçланса кайнă. Вăрçăн пĕррремĕш кунĕсенчех Кỹлпуç çыннисем те пĕрин хыççăн тепри салтак тумне тăхăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине ялтан пурĕ 135 çын хутшăннă, вĕсенчен çурри ытла вăрçă хирĕнчен таврăнайман.

Алексей Сазонова Хĕрлĕ Çара 1943 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче мобилизациленĕ. Вăл Мускав хулинче 73-мĕш уйрăм мотострелоксен батальонĕнче службăра тăнă. Ку батальон нимĕç бомбардировщикĕсем Мускав хули çине бомбăсем пăрахасран сыхланă. Нимĕç самолечĕсем уйрăмах тĕттĕм каçсенче Мускава атакăланă. Алексей Степанович батальонри ытти салтаксемпе пĕрле çĕрлехи вăхăтра кашни кунах хулан хĕвеланăç районĕсенчи нумай хутлă çуртсен тăррине хăпарса минăсем çакнă сывлăш аэростатсене тỹпене çĕкленĕ. Фашистсен самолечĕсем аэростатсем çинчи минăсем çине тăрăнса сирпĕннĕ, сиенленнĕ самолетсене зениткăсемпе пере-пере антарнă.

1944 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Патшалăх оборона Комитечĕн 5514 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн 50 çул тултарнă çынсене çара илме чарăннă. Çапла майпа Алексей Сазонова 1944 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче демобилизациленĕ.

Вăрçа тухса кайнă кун çемьере 5 çын пурăннă пулсан вăрçăран таврăннăскере килĕнче мăшăрĕ — Ксения Николаевна — пĕчченех кĕтсе илнĕ. Аслă хĕрĕ — Валентина — Кĕçĕн Таяпари вăрçăран аманса таврăннă Иван Крылов капитана качча тухнă, Олимпий ывăлне 1943 çулхи январь уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă, кĕçĕн ывăлĕ — Алексей Хăвăлçырмари 7 класлă шкултан вĕренсе тухнăскер, 1944 çулхи июль уйăхĕнче аппендицит чирне пула çĕре кĕнĕ.

Чăт, хĕрарăм, чăт, арçын,
Ах! Ылханлă вăрçă!
Миçе çыннăн пурнăçне
Вăл лартмарĕ пăнчă…

Паянхи медицина шайĕшĕн аппендицитран операци тăвасси йывăррисен шутĕнче мар. 1944 çулта вара район больницинче операци ирттерме оборудовани те, хирург та пулман. Чирлĕ ачана лаша урапи çине хурса Канаш хулине илсе кайнă. Анчах ăна унта илсе çитереймен, çул çинче вилсе кайнă. Вăл ун чухне 15 çул та тултарайман. Талантлă çамрăкăн дневникĕ, хăй çырнă сăввисем, ỹкерчĕксем тата фронтри Олимпий пиччĕшĕ патне çырнă çырăвĕсем сыхланса юлнă.

1945 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Алексей Сазонова тепĕр хутчен Кỹлпуç ялĕнчи пуçламăш шкулта заведующий тата учитель пулма çирĕплетнĕ. Унта вăл тивĕçлĕ канăва тухиччен — 1957 çулччен ĕçленĕ. Ачасене пĕлỹ тата воспитани парассипе тимленĕ вăхăтрах вăл шкул хуçалăхне аталантарассипе те нумай ĕç туса ирттернĕ. Шкула дидактикăпа методика хатĕрĕсемпе пуянлатнă, ача-пăча валли çырнă кĕнекесен пĕчĕк библиотекине хута янă, уроксене кăсăклă ирттерес тĕллевпе тĕрлĕрен ỹкерчĕксемпе историре паллă йĕр хăварнă çынсен портречĕсене туяннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл тăрăшнипе шкул ачисен вăйĕпе шкул территорине решеткеллĕ карта тытса çавăрнă, йĕри-тавра йывăçсем лартса хăварнă. Пĕр лаптăкра шкул ачисем çĕр улми лартса ỹстернĕ. Ăна сутнă укçа-тенкĕпе усă курса вĕренỹре кирлĕ хатĕрсене туяннă. Унсăр пуçне, чухăн çемьесенчи ачасем валли атă-пушмак, фуфайка, тетрадьсемпе кĕнекесем туянса панă. Районти шкулсем хушшинче Кỹлпуç шкулĕ лайăх енĕпе палăрса тăнă. Çакăнта, паллах, Алексей Сазоновăн тỹпи пысăк пулнă.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Алексей Степановичпа мăшăрĕ кил хуçалăхĕнчи ĕçсемпе йăпанса пурăннă. Çуллахи вăхăтра пахчара, улмуççи садĕнче тата вĕлле хурчĕсемпе тăрмашнă. Ксения Николаевна йывăр чирленине пула хуçалăхри ĕçсене туллин хутшăнайман. Кĕçĕн ывăлĕ Алексей çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайни те унăн сывлăхне хавшатса хăварнă ĕнтĕ. Часах хăй урăх тĕнчене куçса каяссине сиснĕскер, вăл мăшăрĕпе Олимпий ывăлĕнчен Алексей ывăлне кивĕ масартан иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Хăвăлçырмапа Кỹлпуç ялĕсем хушшинче уçнă çĕнĕ масара куçарса пытарма ыйтнă. Çапла майпа унăн кăмăлне тивĕçтерсе 1961 çулхи август уйăхĕнче унăн тупăкне чавса кăларса çĕнĕ масара илсе килсе пытарнă. Тата 2 çултан Ксения Николаевна хăй те пурнăçран уйрăлса каять. Ăна савнă Алексей ывăлĕпе юнашар пытарнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Алексей Степанович çуртра пĕчченех тăрса юлать. Çавăнпа Елчĕкре пурăнакан Олимпий Алексеевич ывăлĕпе Софья Гурьевна кинне 5 ачипе яла куçса килме ыйтнă. Олимпий Алексеевич Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкулта директор, София Гурьевна Кỹлпуçри пуçламăш шкулта учительница пулса ĕçлеме тытăннă. Ачисем те унти шкулсенче вĕренме тытăннă.

Алексей Степанович ĕмĕрĕ тăршшĕпе ĕçпе пиçĕхнĕскер, алă усса ларма пултарайманах. Çу кунĕсенче вăхăтне ытларах садра ирттернĕ, вĕлле хурчĕсене пăхнă, çак ĕçе мăнукĕсене те явăçтарнă. Садри çуллахи çуртра унăн вĕлле хурчĕсене ĕрчетес мелĕсем çинчен çырнă кĕнекесем упраннине эпĕ те лайăх астăватăп.

Çемьере те, ялта та Алексей Сазонов пысăк хисепре пулнă. Кинĕпе те питĕ килĕштерсе пурăннă вăл.

Анчах вăхăт хăйĕнне илетех. 1978 çулхи кĕркунне йывăр чирлесе ỹкет, тухтăрсем тăрăшса сиплени те усса кайман. Çав çулах октябрĕн 28-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

Виçĕ вăрçă участникĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден кавалерĕ тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале, ытти наградăсене тивĕçнĕ Алексей Сазонов хăй хыççăн ырă ят кăна мар, ырă хунав та хăварма пултарнă. Олимпий ывăлĕпе Валентина хĕрĕ округри паллă педагогсем пулса тăнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче икĕ педагог, виçĕ тухтăр, икĕ журналист, икĕ юрист, предпринимательсем тата ытти ĕçсенче ырă енĕпе палăрнă çынсем пур. Алексей Степанович 1915 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче нимĕç хапсăнчăкĕсемпе çапăçнă Украина çĕрĕ çинче паянхи кун СВОра унăн кĕçĕн мăнукĕсем — Александр Родионов сержант тата Дмитрий Корчаков майор Раççей ирĕклĕхĕшĕн Украина нацисчĕсене хирĕç юн тăкаççĕ.

Кашни пурнăç тапхăрĕн хăйĕн паттăрĕсем пур. Вĕсене сума суса асра тытасси, вĕсен ячĕсене сыпăкран сыпăка çамрăксене пĕлтересси паян пурăнакансен чыслă тивĕçĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 80 çул çитнине уявланă тата Украинăри ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра çак тема уйрăмах çивĕччĕн тухса тăрать…

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.

Сăн ỹкерчĕксенче: А.Сазонов (1938); 1916 çулта тунă сăн ỹкерчĕкре Алексей Сазонов ура çинче тăракансенчен сулахайран 2-мĕш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code