Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче

Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче

Республика кунĕ — Чăваш Енĕн тĕп уявĕ. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнченпе паллă тăваççĕ ăна.

Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал Шупашкарта тата Етĕрне муниципалитет округĕнче иртеççĕ. Уяв программи анлă пулĕ. Мероприятисен пысăк пайне Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халаллĕç. Планра «Ялта чи лайăххисем» агрослет, пĕтĕм Чăвашсен «Акатуй» уявне, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне ирттересси. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсемпе професси конкурсĕсене йĕркелессине палăртнă.

Етĕрне округне илес пулсан, кунта «Манăн Чăваш Ен» тата «Пирĕн Етĕрне» ятпа фестивальсем, «Яллă территорисене çирĕп аталантарасси» форум, çавăн пекех пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн республикăри тапхăрĕ, «Кĕрешỹ» наци спорчĕн тупăшăвĕ иртĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code