2024 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, 1990-1994 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă Владимир Петрович Воробьева сума сунине палăртса Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи вăл пурăннă çурт çине Асăну хăмине вырнаçтарнă. Официаллă лару-тăрура иртнĕ çак мероприятие округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левыйпа пĕрле Владимир Воробьева лайăх пĕлнĕ тата пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем, ял-йыш хутшăннă.
Округри АПК ветеранĕсен хастарĕ Владимир Воробьев ят-сума, чăннипех, тивĕçлĕ. Çакна вăл хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илме пултарнă. Пурнăçĕ тăршшĕпех яваплă ĕç вырăнĕсенче тимленĕ çак çыннăн округ малашлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă ĕçĕсем пурте халăх куçĕ умĕнче. 1975 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă Владимир Петрович Воробьевăн ĕç биографийĕ анлă та пĕлтерĕшлĕ. Малтанах вăл «Сельхозхими» пĕрлешỹре аслă агроном, «Слава» колхозра агроном, кунтах партком секретарĕ, 1982-1990 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ, ун хыççăн «Слава» колхоз председателĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те Владимир Петрович Воробьев çирĕп ыйтма пултаракан ертỹçĕ пулнипе анчах мар, çын нуши-тертне ăнланма, йывăрлăхра ăна пулăшма пултарнипе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăнă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хăй сăмахĕнче çак шухăша палăртса каланă:
— Эпĕ хама нумай çул Владимир Петровичпа юнашар ĕçлеме шăпа пỹрнипе мăнаçланатăп. Округри АПК аталанăвне пысăк тỹпе хывнă, паянхи çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăма тивĕçлĕ аслă юлташăмăр умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Асăну хăмине уçма хутшăннă ытти АПК ветеранĕсем те ун пирки ăшшăн аса илсе каласа кăтартнă. Ял-йыш та ăна пархатарлă ĕçĕпе ят-сума тивĕçнипе асра тытать…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.

